Амăшĕсене хакласа хисеп палли пама йышăннă

25 Чÿк, 2017

Чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Амăшĕн мухтавĕ" хисеп паллине пама йышăнса указ алă пуснă. Ун пирки вăл ĕç тăвакан влаç органĕсенче тата районсемпе хула администрацийĕсенче ĕçлекенсемпе паян ирттернĕ канашлура пĕлтернĕ.  Çак паллă  амăшĕсен обществăри пĕлтерĕшне ÿстерме пулăшасса шанаççĕ. 

«Амăшĕн мухтавĕ» хисеп паллине çирĕплетнине пирĕн республикăра пурăнакансем мĕнле хаклаççĕ?

Нина СЕМЕДОВА-ПОЛУПАН, ЧР Общество палатин комиссийĕн председателĕ, социологи наукисен кандидачĕ:

Çак наградăна çирĕплетессипе çыхăннă ыйтăва эпир Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ çумĕнчи Общество канашĕн /сăмах май, унăн председателĕ эпĕ/ чÿк уйăхĕн пуçламăшĕнче иртнĕ ларăвĕнче сÿтсе яврăмăр. Унта хутшăннисем пурте пĕр шухăш патне пырса тухрĕç: çак хисеп паллине кăçал, Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче, çирĕплетни питĕ вырăнлă. Çапла майпа регион Правительствин амăшлăхпа ачалăха, çемьесене пулăшассипе çыхăннă политики малалла пурнăçланĕ. Ача çуратса вĕсене тивĕçлĕ воспитани паракан амăшĕсен тепĕр чухне «Ĕç ветеранĕ» ята та илме май килмест. «Амăшĕн мухтавĕ» хисеп палли амăшлăха тивĕçлипе хаклама май парĕ.

Нина ГЛОТОВА, Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн председателĕн çумĕ:

Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева амăшĕсемпе ачасене, çемьесене пулăшас енĕпе пысăк ĕç пурнăçланăшăн республикăри хĕрарăмсен ятĕнчен чĕререн тав тăвас килет манăн. Акă кăçал — Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ. «Амăшĕн мухтавĕ» хисеп паллине çирĕплетни — амăшĕсене сума сунине, тивĕçлипе хакланине кăтартакан пулăм. Сăмах май, çакăн евĕрлĕ наградăсене пирĕн çĕршывăн 50 ытла субъектĕнче çирĕплетнĕ. Халĕ вăл пирĕн регионта та пур. Ку питĕ савăнтарать.

Нина ЯКОВЛЕВА, Муркаш районĕнчи Иштерек ялĕнчи 7 ачаллă амăшĕ:

— Питĕ кирлĕ награда ку. Çакнашкал орден-медаль, хисеп палли пани çĕршыв тата регионсен ертÿçисем нумай ачаллă çемьесене манманнине кăтартать. Кăçал пире мăшăрăмпа Юрий Игнатьевичпа пĕрле Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орденпа чысларĕç. Йышлă ача-пăча ÿстерекенсен савăнăçне те, йывăрлăхне те нумай курма тивет. Кăçал акă хĕре качча патăмăр, ывăла авлантартăмăр. 3 мăнук пирĕн. Ачасене халĕ те май килнĕ таран пулăшма тăрăшатпăр.

Теги: 

Комментари хушас