Ырă та вăхăтлă йышăну
Федерацин 2018 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче йышăннă «Федерацин «Ĕç укçин чи пĕчĕк виçи çинчен» саккунĕн 1-мĕш статйине улшăну кĕртесси çинчен» саккун кăçалхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче вăй илчĕ. Унпа килĕшÿллĕн шалăвăн уйăхри чи пĕчĕк виçине 11163 тенке е вăйпитти ÿсĕмри çынсене пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк шайăн 100 проценчĕпе танлаштарнине ентешсем ырласа йышăнчĕç.
Аса илтеретпĕр: иртнĕ çулхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче шалăвăн чи пĕчĕк виçине /МРОТ/ пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк шая тапхăрăн ÿстерсе пырасси çинчен калакан саккуна алă пуснă, 2018 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне вăл сумма 9489 тенкĕпе танлашнă тăк, çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 11163-е çитнĕ. Малашне кашни çулталăк пуçламăшĕнче ăна Раççейри вăй питти халăха пурăнма кирлĕ малтанхи çулăн иккĕмĕш кварталĕшĕн çирĕплетнĕ чи пĕчĕк виçепе палăртаççĕ.
ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, МРОТа пысăклатмашкăн пирĕн республикăна федераци бюджетĕнчен 174,5 миллион тенкĕ уйăраççĕ.
Шалăвăн чи пĕчĕк шайне ÿстерни вăй хуракан халăха тивĕçлĕ ĕç укçипе тивĕçтерме, квалификаци тата тухăçлăх енĕпе паянхи самана ыйтнипе пĕр килмен ĕç вырăнĕсене пĕтерме май парать. Тĕрĕссипе, ку пуçару Чăваш Енре тăрăшакан халăхăн 10 процентне е 30 пине яхăн çынна ырă витĕм кÿмелле.
Ĕçпе тивĕçтерекенсен хăйсем патĕнче вăй хуракансене кăçалхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен МРОТран кая мар виçепе шалу тÿлемелле.
Ĕç укçин чи пĕчĕк виçине пысăклатни социаллă ытти тÿлеве те — вăхăтлăх ĕçлейменшĕн, ача çуратичченхи тата çуратнă хыççăн, ăна пăхнăшăн паракан пособисене — суммине те ырă витĕм кÿрет.
ШУХĂШСЕМ:
Решид САНЗЯПОВ, хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçи /Патăрьел районĕ, Ыхра Çырми ялĕ/:
— Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин ĕç укçин чи пĕчĕк виçине ĕçлеме пултаракан çынсене пурăнмашкăн кирлĕ чи пĕчĕк шайĕпе танлаштармашкăн йышăннине ырламалла кăна.
Пирĕн хуçалăх аталану çулĕпе пырать, кăтартусем — курăмлă: халăха хамăр çитĕнтернĕ тата вырăнта янтăланă таса та паха çимĕçпе тивĕçтерессишĕн тăрăшатпăр.
Асăннă саккунпа килĕшÿллĕн фермер хуçалăхĕнче тăрăшакан 20 çыннăн ытла шалу пысăкланмалла. Çакна пурнăçламашкăн нухрат çителĕклĕ. Тĕрĕссипе, пархатарлă та тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн хавхалану кÿмелле: ялта тĕпленсе пурăнмашкăн, çирĕп хуçалăх çавăрмашкăн, çемьене пур енлĕн тивĕçтермешкĕн тата ача-пăчана тĕрĕс-ттĕкел пăхса çитĕнтермешкĕн укçа яланах кирлĕ.
Асăннă йышăну паянхи кунпа чикĕленмест, ăна малашлăха пăхса палăртнă: вăй хурса ĕçлекен çынна лайăх тÿлемелле. Шалăвăн чи пĕчĕк виçине çуллен пысăклатма йышăнни хуçалăхра çамрăксене çирĕплетсе хăварма май парать тата умри тĕллевсене çĕнсе илмелли шанчăклă никĕс пулса тăрать.
Сăмах май, çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче Ыхра Çырмисем акана тухрĕç. Çуракине вăхăтра та пахалăхлă вĕçлесе çĕр-анне пысăк тухăçпа савăнтарасса кĕтеççĕ вĕсем.
Ирина ЛЕОНТЬЕВА, Федераци почта çыхăнăвĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн Вăрнар районĕнчи почтампĕн профсоюз организацийĕн ертÿçи:
— Ку саккун — вăхăтлă та пĕлтерĕшлĕ тата чылайранпа кĕтнĕскер. Ĕç укçин чи пĕчĕк виçине хăпартни пирĕн коллективра тăрăшакан 120 ытла çыннăн çемье бюджетне пуянлатма май парĕ. Унсăр пуçне вĕсен ĕçлес кăмăл-туйăмне çĕклесси иккĕлентермест. Ытти тивĕçе чыслăн пурнăçланипе пĕрлех кăçалхи иккĕмĕш çур çулшăн халăха хаçат-журнал çырăнтарас енĕпе те почтальонсем пуçаруллăрах пуласса шанатпăр.
Валентина СМИРНОВА.
Комментари хушас