Чăваш Енре урапаллă больницăсем пулĕç
Чăван Республикин Сывлăх сыхлав министерстви куçса çÿрекен «ФАП» медицина комплексĕ хута яма палăртнă. Документсемпе килĕшÿллĕн, ĕçсене 2021 çул валли вĕçлесшĕн.
Республикăра кун пек больницăна 5 тума плана кĕртнĕ. Расхутне 32 миллион та 731 пин те 632 тенкĕ шута илнĕ. Урапаллă больницăсене васкавлă медицина пулăшăвĕ /çав шутра акушер пулăшăвĕ те/ пама, профилактика мероприятийĕсем тата сиплевĕ ирттерме палăртнă.
Комплекса кирлĕ медицина хатĕрĕсемпе тивĕçтерĕç. Документра палăртнă тăрăх, унти тавар çĕнĕ пулĕ. Тĕслĕхрен, гинекологи кресли, ростомер, электрокардиограф, 1 çула çитмен ачасем тата çитĕннисем валли тараса, пăр валли хăмпă, роторасширитель, языкодержатель, наркăмăшлă тата медицина вăйлă препарачĕсене упрамалли сейф, фельдшер сумки, дефибриллятор-монитор тата ытти те.
Комментари хушас