ЧЭСК парăмлисене электроэнергипе тивĕçтерессине инçетрен чарма пуçланă

12 Нарăс, 2021

Чăваш энергосбыт компанийĕ потребителе, электроэнергишĕн чылайранпа укçа тÿлеменнине кура 11 пин тенкĕ ытла парăм пухнăскере, электричество парса тăрассине пирвайхи хут инçетрен чарнă.

 * ЧЭСК специалисчĕ парăмлă потребителе электричество парса тăрассине ĕç вырăнĕнченех чарма пултарать.

Маларах, кăрлачăн 15-мĕшĕнче, ăна энерги парса тăрас енĕпе чару пуласси пирки уведомлени парса асăрхаттарнă, анчах вăл парăма татас тĕлĕшпе нимĕн те туман. Электричествăпа тивĕçтерессине чарнă хыççăн тин потребитель парăма пĕр тăхтамасăр тÿленĕ. Ăна линипе тепĕр хут çыхăнтарасси те вăрах кĕттермен: энергетиксем çак ĕçе те малтанхи мелпех, инçетрен, пурнăçланă.

ЧЭСК потребительсене маларах пĕрре кăна мар асăрхаттарнă: парăмсемшĕн, çав шутра электроэнергишĕн тÿлеменшĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерессине чарас тĕлĕшпе палăртнă моратори вăхăчĕ 2021 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче вĕçленнĕ. Халăха пулăшас тĕллевлĕ асăннă мерăна РФ Правительствин 2020 çулхи ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче кăларнă 424-мĕш йышăнăвĕпе вăхăтлăха палăртнăччĕ, вăл вăйра тăрасси çулталăк пуçламăшĕнчен вĕçленнĕ.

Электроэнергипе усă курнине шута илмелли интеллектлă приборсем вырнаçтарнă тĕслĕхсенче малашне электричествăшăн тÿлеменнисене энерги парса тăрассипе çыхăннă процедурăна дистанци мелĕпе усă курса пурнăçлĕç. Электроэнергие коммерци енĕпе шута илмелли автоматизациленĕ системăсем /АСКУЭ/ валли хатĕрленĕ ятарлă программа çапла тума май парать. ЧЭСК ĕçченĕсем хăйсен ĕç вырăнĕнченех абонента токсăр хăварма е электроэнерги парса тăрассине тепĕр хут пуçлама пултараççĕ. Çак командăна пурнăçламашкăн системăна темиçе минут кăна кирлĕ.

* Компьютер мониторĕ çинче пĕтĕмпех курăнать: Шупашкарти Герцен урамĕнчи çуртра пурăнакан потребителе, пысăк парăмлăскере, электричество парса тăрассине дистанци мелĕпе чарчĕç

— Потребителе электроэнерги парса тăрассине инçетрен чармалли мел пысăк парăмлă клиентсемпе ĕçлес тĕлĕшпе кăна мар, юсав ĕçĕсене пурнăçлас енĕпе те кирлĕ. Тепĕр чухне çакнашкал мерăсемпе аварисем пуласран сыхланмашкăн е çавнашкал лару-тăру сиенне сирес тĕлĕшпе усă курни вырăнлă, — пĕлтерчĕ Чăваш энергосбыт компанийĕн ĕç тăвакан директорĕ Александр Гончаров.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. ЧЭСК пресс-службин сăн ÿкерчĕкĕсем.

Теги: 

Комментари хушас