Комментари хушас

17 Çу, 2018

Калем ăстисене пĕчĕкрен туптамалла: паян "Хыпар" издательство çуртĕнче çамрăк корреспондентсен слечĕ иртет

Паян, çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче, "Хыпар" издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕ çамрăк корреспондентсен иккĕмĕш слетне ирттерчĕ. Мероприятие савăнăçлă лару-тăрура уçма Чăваш Енĕн Информаци политикипе массăллă коммуникаци министерствин пай пуçлăхĕ Кира Назарова, Чăваш Енри Журналистсен союзĕн председателĕ, Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ Валерий Комиссаров, Чăваш Енĕн Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствин пай пуçлăхĕ Юлия Веселицкая хутшăнчĕç. 

Çамрăк корреспондентсен слетне ирттерни ачасене пĕр-пĕринпе туслаштарас, журналистика ĕçĕн вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарас тĕллевлĕ. Анчах тепĕр тĕп сăлтав та пур. "Хыпар" издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина Чăваш Енĕн наци медиахолдингĕ наци кадрĕсем хатĕрлес ыйтупа çине тăрса ĕçлемелле тесе шухăшлать. Аслă шкулсене кĕрсен кăна мар, калем ăстисене пĕчĕкрен туптамалла. Паянхи слет çак тĕллеве пурнăçлать те ĕнтĕ. 

Паянхи слетра тĕрлĕ ăсталăх класĕсем иртрĕç. "Тантăш" хаçатăн иртнĕ çулхи лауреачĕсене, иртнĕ çулсенчи конкурссенче çĕнтернисене чысларĕç. 

Алина ГЕРАСИМОВА, "Ача-пăча радиокăларăмĕсене эфира хатĕрлесси: чĕлхе тата коммуникаци мелĕсем" ăсталăх класне ертсе пыракан:

Кун пек слетсем питĕ кирлĕ. Пултаруллă ачасем пур, анчах вĕсем хăйсене уçса пама вăтанаççĕ, шикленеççĕ. Çакнашкал мероприятисенче вĕсен хавхалану çуралать.

Эпĕ «Тантăш» хаçатра 18 çул ĕçлерĕм. Чăваш патшалăх пукане театрне, Чăваш патшалăх Çамрăксен театрне çамрăк корреспондентсене йыхравлаттăмăр, слет йĕркелеттĕмĕр. 600 ача таран пухăнатчĕ. Хамăр та, журналистсем, ачасене курнă хыççăн хавхаланса юлаттăмăр. Редакцире ĕçлекенсемшĕн те, ачасемшĕн те çакнашкал тĕлпулусем усăллă. Слетсене малашне те ирттересчĕ.

Материал тăсăмĕ...

Пирĕн фоторепортаж 

Пирĕн фоторепортаж 

Видеохаклав

 
 

Рубрика: 
Теги: