«Пирĕн хаçатсен малашлăхĕ пур»

17 Çу, 2018

«Лайăх йăва кивелмест», - теççĕ. Кунашкал мероприятисене «Пионер сасси» /«Тантăш»/ хаçат редакцийĕсем маларах, совет тапхăрĕнче те ирттернĕ. Ас тăватăп-ха, «Çамрăк журналист» конкурс та йĕркелетчĕç. Унта çĕнтернисем ЧПУ-чи Чăваш филологийĕпе культура факультетне çăмăллăнах вĕренме кĕретчĕç. Çамрăк калемçăсене хавхалантарни, пултаруллисене тупса палăртни, тĕрĕс çул-йĕр çине тăма пулăшни çав тери аван. Сăмахăм «Хыпар» издательство çуртĕнчи «Тантăш» хаçат редакцийĕн пуçарăвĕпе ирттернĕ çамрăк корреспондентсен 2-мĕш слечĕ пирки. Ăна «Хыпар» хаçат никĕслевçи Николай Никольский çуралнăранпа 140 çул çитнине халалланă.

Мероприятие «Тантăш» хаçат редакторĕ Алина Ларшникова йĕркелесе ертсе пычĕ. Уяв «Тантăш» гимне юрланинчен пуçланчĕ. Çамрăк корреспондентсемпе вĕсен вĕрентекенĕсене «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редактор Татьяна Вашуркина саламларĕ. «Эпир ку слета Николай Никольский çуралнăранпа 140 çул çитнине халалларăмăр. Унăн ячĕпе республикăра ытти мероприяти те иртет. Паянах Шупашкарти Николай Никольский ячĕллĕ колледжра «Николай Никольский вулавĕсем» пулĕç. Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Купăрляра митинг йĕркелĕç. Николай Васильевич хăй вăхăтĕнче «Хыпар» хаçата никĕсленĕ. Чăваш халăх хаçачĕ 112 çул тухса тăрать ĕнтĕ. Эпир унăн ĕçне малалла тăсатпăр, аталантаратпăр. Паянхи кун «Хыпар» издательство çуртĕнче тухса тăракан хаçат-журнала 54 пин çын çырăнса илет. Пирĕн кăларăмсене ачасемпе çамрăксем те вулани уйрăмах савăнтарать. Эсир пирĕнпе çыхăну тытсан чăваш чĕлхин, пирĕн хаçатсен малашлăхĕ пулĕ. Çамрăк корреспондентсен 1-мĕш слетне эпир 2014 çулта йĕркеленĕччĕ. Ун чухне эпир пĕр лауреата кăна чысланăччĕ. Халĕ çĕнĕлĕх кĕртрĕмĕр, виçĕ çынна хавхалантарăпăр. Пирĕн патăмăра яланах çырусем çырăр, чăвашла калаçăр. Чăваш сасси ян кайĕ вара. Чăваш чĕлхине пĕрле аталантарар», - ырă сунчĕ çамрăк калемçĕсене Татьяна Геннадиевна.

Чăваш Енри журналистсен союзĕн председателĕ, Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ Валерий Комиссаров иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче «Пионер сасси» юнкорсене слета пуçтарнине ăшшăн аса илчĕ. Шупашкара çитесчĕ тесе Елчĕк районĕнчи Яманчурел ачи юрлă-шывлă вăхăтра 30 çухрăм çуран утнă… Пичет çуртĕнче хаçата çыракансемпе тĕл пулнă. Каярах вĕсем паллă журналистсем пулса тăнă. «Тантăш» хаçата паянхи кунчченех юратса вулатăп. Унта çырса тăракансене пĕлетĕп те. Ăнăçлă материалпа паллашсан: «Кунран журналист пулат», - тетĕп. Сирĕнте — пирĕн малашлăх!» — хавхалантарчĕ Валерий Петрович.

Нумаях пулмасть «Хыпар» хаçат редакцийĕ Н.В.Никольский çуралнăранпа 140 çул çитнине халалласа викторина ирттерчĕ. Слетра унăн çĕнтерÿçисене — Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьелти шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Никитинăна, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлти шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Людмила Николаевăна, ЧПУри химипе фарматологи факультечĕн 1-мĕш курс студентне Дария Ивановăна — чысларĕç.

«Тантăш» хаçат редакцийĕ Çутçанталăк ресурсĕн тата экологи министерствипе пĕрле «Симĕс тавралăх» сăн ÿкерчĕксен конкурсне йĕркеленĕ. Асăннă министерствăн организаципе информаципе тивĕçтерекен пайĕн ертÿçи Юлия Веселицкая «Симĕс тавралăх» çĕнтерÿçисене — çамрăк фотокорреспондентсене парнесемпе чысларĕ. Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин массăллă информаци хатĕрĕсемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ Кира Назарова çамрăк талантсене саламланă май асăннă мероприятин пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртрĕ. «Çамрăк ăрăва слет профессие тĕрĕс суйласа илме, пурнăçри вырăнне тупма пулăшать. Ăста журналистсем кирлĕ пире. Слета йĕркелекенсене тав сăмахĕ калас килет. Юнкорсенчен чăн-чăн профессионалсем пуласса шанатăп», — терĕ Кира Александровна. Унтан «Тантăш» хаçатăн кăçалхи лауреачĕсене палăртрĕç. Вĕсем — Лиза Сидорова, Ульяна Андреева, Юлия Адюкова.

Ăсталăх сехечĕсенче кашни хăйне килĕшекеннине, кăмăла килнине тупма пултарчĕ. Сăмахран, «Хыпар» издательство çурчĕн тĕп редакторĕн заместителĕ Дмитрий Моисеев ача-пăча кăларăмĕсем валли заметка, репортаж, очерк, тĕрленчĕк, интервью хатĕрлес уйрăмлăхсем çинчен питĕ интереслĕ каласа кăтартрĕ. Дмитрий Андреевич паянхи самана ыйтнипе çуралнă çĕнĕ жанр /унпа «Тантăш» тата «Çамрăксен хаçачĕ» усă курать/ çинче те чарăнчĕ. Халăх сахалрах вулама пуçланине шута илсе шухăшласа кăларнă çак жанра. Ăна пуçламăшĕнчен те, варринчен те, вĕçĕнчен те вулама пулать.

Марина Степанова, Çĕрпÿ районĕнчи Паваркасси шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен:

Хамăр пĕлÿ çуртĕнче иккĕмĕш çул ĕнтĕ «Шкул прессине» ертсе пыратăп. Слета паян хастар виçĕ вĕренекенпе килтĕмĕр. Шкулĕ пирĕн пысăках мар, мĕнпурĕ те 50 ача кăна. Апла пулин те «Шкул прессин» ĕçне 13 вĕренекен хутшăнать. Эпир «Тантăш» хаçатпа туслă çыхăну тытатпăр. Вĕсем пире слета хутшăнма чĕннине хапăлласа йышăнтăмăр. Кун пек мероприяти питĕ кирлĕ, ял ачисемшĕн пушшех те. Пултаруллă ачасем валли профессионалсем ăсталăх сехечĕ ирттерни уйрăмах лайăх. Вĕсем юнкорсене тĕрĕс çул çине тăма, пултарулăха аталантарма пулăшĕç.

Надежда Морозова, Куславкка районĕнчи Елчĕкри шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен:

Çамрăк корреспондентсен слечĕ пулассине «Тантăш» вуласа пĕлтĕм. Мероприятин пĕлтерĕшĕ пысăк, мĕншĕн тесен ку яхăнта республикăри çамрăк корреспондентсене пуçтарманччĕ-ха. Шкулта виççĕмĕш çул «Ешĕл хунав» литература кружокне ертсе пыратăп. Унта çÿрекенсем ку слета хапăлласах килчĕç. Вĕсем журналистикăпа литература анинче пĕрремĕш утăмсем тунипе пĕрлех шкул тулашĕнчи мероприятисене те хастар хутшăнаççĕ. Халиччен кун пек слетсене тухсах çÿременччĕ-ха эпир. Профессионалсемпе тĕл пулни пысăк усă кÿрессе шансах тăратăп. Ачасем кунта çĕнĕ юлташсем тупаççĕ, пĕр-пĕрин пултарулăхĕпе палашаççĕ. Слетра ăсталăх сехечĕсене ирттерессине пĕлсен уйрăмах хĕпĕртерĕмĕр.

Диана Кузьмина, Шупашкарти 29-мĕш шкулта вĕренекен:

Эпĕ чăвашла калаçма юрататăп. Чăваш ташшине ташлама, юррине юрлама кăмăллатăп. «Сарпике» халăх ташă ушкăнне çÿретĕп. Чăваш кĕпи тăхăнса, чăвашла тумлантарнă пуканесемпе ташлатпăр эпир. Пире слета Алиса Лукина балетмейстер ертсе килчĕ. Чăвашлăхпа кăсăкланакан анне те пирĕнтен юлмарĕ. Мероприятире çĕнĕ туссем тупасса шанатăп. Чăваш Енри пултаруллă ачасемпе, çамрăксемпе ытларах паллашас, вĕсене кура хамăн та аталанса пырас килет.

ВИДЕО

ФОТОРЕПОРТАЖ...

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас