- Чăвашла верси
- Русская версия
Тăлăх нушине лайăх ăнланаççĕ
Канаш районĕнчи Катек ялĕнче пурăнакан Алексеевсен çемйинче – ултă ача. Туслă йышра опекăна илнĕ хĕрачапа арçын ача кил ăшшине тупнă. Алевтина Климентьевнăпа Владимир Николаевич пилĕк ачана пурнăç парнеленĕ. 2010 çулта вĕсем Çĕр чăтайми пысăк хуйхă тÿссе ирттернĕ: вĕсен пилĕк çулти пепки шыва путса вилнĕ.
Ача опекăна илесси пирки Алексеевсем нихăçан та шухăшламан. Анчах Владимир Николаевичăн шăллĕн çемйинче çине-çинех инкек пулнă. Малтан çемье пуçĕ куçне ĕмĕрлĕхех хупнă, кайран – арăмĕ. Вĕсен ачисем Кристинăпа Роман хăр тăлăха юлнă. Ырă кăмăллă Алексеевсем нумай шухăшласа тăман – тăванĕсен ачисене хăйсен хÿттине илнĕ. «Ют çынна парас килмерĕ», – терĕ Алевтина Климентьевна. Малалла вулас...
Комментари хушас