Капиталлă юсав ĕçĕ хакланĕ
Министрсен Кабинечĕн паянхи ларăвĕ унчченхи чылай йышăнăвне улшăнусем кĕртнипе вĕçленчĕ. Темле пысăк пĕлтерĕшлĕ çĕнĕлĕхсем тееймĕн, çапах пурăнмалли çуртсен капиталлă юсавне пырса тивекеннисем пирки кăшт тĕплĕнрех каласа хăварни вырăнлă.
Строительство министрĕ Алексей Грищенко капиталлă юсавпа çыхăннă ĕçсен хакне ÿстересси пирки пĕлтерчĕ. Вĕсем 2014 çултанпа хăпарман. Çав вăхăтрах унтанпа технологисем те улшăннă, строительство материалĕсем те хакланнă. Пĕтĕмĕшле илсен капиталлă юсав 10-15% хакланать. Çакă юсав ĕçĕсен пахалăхне лайăхлатма май парĕ. Михаил Игнатьев çак йышăнăва хирĕçлемерĕ, анчах тивĕçлĕ тытăмсене кашни позици тĕлĕшпе хаксене хăпартни вырăнлине тĕрĕслеме сĕнчĕ — ÿсĕм инфляципе шайлашуллă пулмалла. Сăмах пурăнмалли çуртсене юсама халăх пухакан укçа пирки пырать — унпа тирпейлĕ усă курмалла.
Николай КОНОВАЛОВ.