Комментари хушас

11 Ака, 2019

Чăваш Ен цифра çине куçма хатĕр-и?

Паян ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев федерацин «Раççей телекурав тата радиохыпарлав сечĕсем» предприятин республикăри филиалĕн тата «Чăваш Ен» ПТРК ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ.

Хальхи вăхăтра «Раççей телекурав тата радиохыпарлав сечĕсем» предприятин филалĕн 45 объектĕнче 84 цифра, 63 аналог /акан 15-мĕшĕнчен 61-шĕ ĕçлеме чарăнаççĕ/, 26 радиохыпарлав передатчикĕ вырнаçтарнă, вĕсем цифра мелĕпе 20 телеканалпа 3 радиостанцие, аналог мелĕпе 12 телеканалпа 17 радиостанцие трансляцилеççĕ. Чăваш Еншĕн паллă тепĕр пулăм вăл — ĕнер регионăн мультиплекс сигналĕсене спутник патне ăсатакан тата каялла йышăнакан комплекс вырнаçтарнă. Унччен ку ĕç-хĕле Чĕмпĕр урлă пурнăçланă.

«Чăваш Ен» теле- радиокомпанире те цифра çине куçма хатĕрленсе çитнĕ. Кунта производствăна тĕпрен çĕнетнĕ, юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ, ĕçлекенсен пĕлĕвне ÿстернĕ. Компани ертÿçи Екатерина Канюка цифра çине куçни теле тата радиокăларăмсене пысăк пахалăхпа хатĕрлеме майсем туса парасси çинчен каларĕ.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев предприятисем çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе яваплăха туйса ĕçленине палăртрĕ, çак ĕçе тÿпе хывнисене тав турĕ.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.