Новости по теме

12 Çурла, 2019

Автобус инçе çула чĕнет

Çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн труппи кану хыççăн ĕçе пуçăнчĕ. Çак кун тата тепĕр самантпа та асра юлĕ вăл: театра ПАЗ-4234 автобус парнелерĕç.

Унăн уççине театр директорне Елена Николаевăна «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш Енри секретарĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Юрий Кислов пачĕ.

8 Çурла, 2019

Шупашкар хулин кăçалхи çур çулхи аталанăвне пĕтĕмлетрĕç

Паян Шупашкар хулин социаллă-экономика аталанăвĕн пĕрремĕш çур çулти кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç, иккĕмĕш çур çуллăх тĕллевĕсене çирĕплетрĕç.

8 Çурла, 2019

Чăваш Ен делегацине мухтанă

Чăваш Енри шкул ачисем «ПатриУм» çуллахи шкула хутшăннă. Унта Раççейри 39 регионтан килсе çитнĕ 100 чи хастар та пултаруллă вĕренекен пухăннă.

6 Çурла, 2019

Ултавçăсен серепине лекнĕ

Шăматкун Шупашкарти полицин 4-мĕш уйрăмне 55 çулхи хĕрарăм пырса ултавçăсен аллине çакланнине пĕлтернĕ.

Хăй каласа панă тăрăх, Интернетра кĕпе-йĕм çăвакан машинăна сутасси пирки пĕлтерÿ панă. Пĕр кун маларах ун патне палламан çын шăнкăравланă, машинăна туянас кăмăллă пек пулса укçа-тенке карта çине куçарма шантарса реквизичĕсене ыйтнă. Кăшт вăхăт иртсен çав çын карта çине укçа куçарайманнине пĕлтерсе ытти картăн реквизичĕсене те ыйтнă. Хĕрарăм 63 пин тенкĕсĕр тăрса юлнă.

5 Çурла, 2019

Каяшсемшĕн тÿлемелли парăм – 300 млн тенкĕ

Республикăра коммуналлă хытă каяшсене турттарса тухассине çав-çавах мĕн пур ялта йĕркелемен-ха, вĕсене пухмалли вырăнсене те йĕркелесе çитермен, котейнерсем çителĕксĕр. Çак ыйтусем тавра тунтикун ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашлăвĕн ларăвĕнче çивĕч калаçу пулчĕ.

5 Çурла, 2019

«Чăвашавтотранс» ыйтăвĕ сирĕлсе пĕтеймест

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян иртнĕ канашлура ĕç укçин парăмĕпе çыхăннă лару-тăрупа ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев паллаштарчĕ.

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 634 çын умĕнчи парăм виçи 35 миллион тенкĕпе танлашнă. Хăрушă мар пек, анчах «кулленхи» текен парăм пысăк — 31 организаци 2173 çынна тÿлемелли виçе 169 миллион тенке çитнĕ. Пысăк пайĕ — панкрут предприятисен тÿпи.

5 Çурла, 2019

Пурăнмалли çурт-йĕре обязательнăй майпа страхласшăн

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе яврĕç. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Михаил Игнатьев саккун шайĕнчи тепĕр çĕнĕлĕх — пурăнмалли çурт-йĕре обязательнăй майпа страхласси — пирки те сăмах пуçарчĕ.

5 Çурла, 2019

Ачаллă çемьесене паракан тÿлев пысăкланать

Ачасемшĕн уйăхсерен 50-150 тенкĕ пособи пани, паллах, никама та тивĕçтерместчĕ. Млашне вара çак тÿлев 10 пин тенке яхăн пулĕ. Республикăра ăна илекенсен шучĕ те икĕ хут ытла ÿсĕ. Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăмллă çак хыпартан пуçларĕ.

5 Çурла, 2019

«Хыпар» издательство çурчĕн журналисчĕн ĕçĕ конкурсра çĕнтернĕ

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви коррупципе кĕрешессипе çыхăннă ыйтусене çутатакан материалсен тата социаллă рекламăсен сценарийĕсен конкурсне пĕтĕмлетнĕ.

Икĕ конкурс комиссийĕн ларăвĕ утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче иртнĕ. Экспертсен йышне ЧР Шалти ĕçсен, Юстици, Цифра аталанăвĕн министерствисен, Роскомнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн, ЧР Журналистсен союзĕн представителĕсем кĕнĕ.

Pages