Пурăнмалли çурт-йĕре обязательнăй майпа страхласшăн

5 Çурла, 2019

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе яврĕç. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Михаил Игнатьев саккун шайĕнчи тепĕр çĕнĕлĕх — пурăнмалли çурт-йĕре обязательнăй майпа страхласси — пирки те сăмах пуçарчĕ.

Мускавра çак страхование хваттер тÿлевĕн квитанцинех кĕртессине тишкереççĕ. Чăн та, тÿлеве пурнăçа кĕртес ыйтăва регионсем хăйсем татса памалла тăвасшăн. Михаил Васильевич шучĕпе, Чăваш Енре страховани кирлĕ — ку тĕрлĕ инкеке пула шар куракансемшĕн тĕрев пулĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас