Шупашкар хулин кăçалхи çур çулхи аталанăвне пĕтĕмлетрĕç

Паян Шупашкар хулин социаллă-экономика аталанăвĕн пĕрремĕш çур çулти кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç, иккĕмĕш çур çуллăх тĕллевĕсене çирĕплетрĕç. Канашлăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пычĕ.

Тĕп докладпа хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков калаçрĕ. Тĕп хула ертÿçи çирĕплетнĕ тăрăх — Шупашкарăн сăн-сăпатне улăштарма, çынсен пурнăç шайне çĕклеме, чи малтанах, патшалăхăн наци проекчĕсене хастар хутшăнни май парать. Муниципалитет вун пĕрĕшне пурнăçа кĕртет. Вĕсем, тĕпрен илсен, пурăнмалли хăтлă условисем тăвассипе, туризма аталантарассипе, социаллă ытти ыйтăва татса парассипе çыхăннă.

«Хула лайăх енне улшăннине кунта пурăнакансем те, хăнасем те палăртаççĕ. Çак тĕллевпе федераци, республика бюджетĕнчен нумай укçа уйăраççĕ», — терĕ Алексей Ладыков. Миллионсемпе тĕллевлĕ усă курнине çĕнĕ çуртсем çĕкленсе ларни те, çул-йĕр строительстви вăй илни те, картишсенчи çулсем такăрланни те, социаллă учрежденисем хута кайни те, шкулсемпе ача сачĕсене тĕпрен юсани те, ытти те çирĕплетет.

Сăмахран, иртнĕ çул тĕп хулара 405 тăваткал метр пурăнмалли лаптăк хута янă. Кăçал вара Шупашкар ку енĕпе хăйне евĕрлĕ рекорд лартасшăн: çак кăтартăва 430 тăваткал метра çитересшĕн. Алексей Ладыков тĕп хула граждансене кивĕ çуртсенчен куçармалли программăна та ăнăçлă пурнăçлани çинчен пĕлтерчĕ: «7 пин ытла çын хăтлă хваттерсене пурăнма куçрĕ. Çакăншăн вĕсем республика, хула ертÿлĕхне чунтан тав тăваççĕ».

Халăх та тăван хула илемĕшĕн самаях тăрăшать. Юлашки вăхăтра, Алексей Ладыков палăртнă тăрăх, пуçаруллă бюджет проектне ырлакансем, унта хутшăнакансем йышланнă. Çапла вара патшалăх тата çынсен пĕрлехи вăйĕпе хула ырлăхĕшĕн паха чылай ĕç тума май килнĕ.

Хăй вăхăтĕнче тĕп хулара вăй илнĕ транспорт реформи самаях вирлĕ калаçтарчĕ. Унăн тухăçлăхĕ пирки иккĕленекенсем те йышлăччĕ. «Апла пулин те çак çĕнĕлĕх Шупашкаршăн вырăнлă тата кирлĕ пулчĕ тесе шухăшлатăп, — терĕ Алексей Ладыков кун пирки сăмах тапратсан. — Хула урамĕсене транспортран самаях пушатма май килчĕ. Кивĕ маршруткăсем вырăнне çĕнĕ автобуссем çÿреме пуçларĕç. Çитес вăхăтра техника паркĕ тата 40 транспортпа пуянланĕ».

Хальхи вăхăтра та тĕп хулара пурнăç вĕресе тăрать. Шупашкарăн сумлă юбилейне паллă тума хатĕрленнĕ май унта та, кунта та юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Алексей Ладыков чылай об±екта асăнса хăварчĕ. Çак шутра Мускав çыранĕн, Хĕрлĕ тÿремĕн, çĕнĕ микрорайонсенчи çул-йĕр, социаллă учрежденисен строительствипе реконструкцийĕн пысăк калăпăшлă проекчĕсем…

Паллах, сулмаклă тĕллевсене пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕ те самай кирлĕ. Федераци, республика бюджетĕнчен панипе кăна çырлахмалли çук, муниципалитетăн хăйĕн те тÿпе хывмалла. Çавна май Алексей Ладыков тупăш пайне ÿстермелли меслетсем çинче те чарăнса тăчĕ. Уйрăмах муниципалитет пурлăхĕпе, çĕрпе усă курнăшăн пухăннă аренда парăмĕсене пĕчĕклетессишĕн çине тăрса ĕçлемеллине палăртрĕ.

Пухура депутатсене канăçсăрлантаракан ыйтусем те пулчĕç. Эдуард Петров, акă, хулари тÿлевлĕ парковкăсем çинчен сăмах пуçарчĕ: «Тен, малтан автомобилистсем валли ăнăçлă условисем туса памалла? Вара тин укçа пухмалла?» Хула пуçлăхĕ кунашкал йĕркепе килĕшме май çуккине пĕлтерчĕ. «Автомашина туянтăн тăк, ăна лартнă вырăншăн тÿлеме те хатĕр пул. Çулсем, парковкăсем тума бюджетра укçа çитмест. Миллиардсем кирлĕ. Хулара вара çулсерен техника шучĕ ÿссех пырать», — терĕ Алексей Ладыков. Çавăн пекех вăл тÿлевлĕ парковкăсем йĕркелессине халăхпа сÿтсе явнине, интернетра ыйтăм йĕркеленине пĕлтерчĕ. Анчах унта хутшăнакансем сахалăн иккен, пин çынран ытла мар. Вĕсенчен чылайăшĕ çак çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртме хирĕç мар. «Анчах çак йыш шухăшне кăна тĕпе хурса татăклă йышăну тума пултараймастпăр. Халăхăн ку ĕçе хастартарах хутшăнсан лайăх пулĕччĕ», — пĕтĕмлетрĕ сăмахне хула ертÿçи.

Шупашкарта тÿлевлĕ парковкăсем икĕ çул каялла ĕçлеме пуçларĕç. Вĕсен усси пурах. Акă, Республика тÿремĕнчи кивĕ Правительство çурчĕ патĕнчен иртсе çÿреме май çукчĕ. Унти лаптăка çывăхри предприяти-организацире ĕçлекенсем машинисене лартса тултаратчĕç, çула пÿлетчĕç. Халĕ кунта, укçа илме пуçланă хыççăн, самай ирĕкленчĕ.

Депутатсем Сад микрорайонти çул-йĕр ыйтăвне те хускатрĕç: кунта виçĕ суту-илÿ центрне хута янă хыççăн ансăр çулсем пăкăпа тулса ларма пултарасран шикленеççĕ иккен. «Лавкка хуçисем хăйсем çулсем тăвасшăн мар-и?» — кăсăкланчĕç вĕсем. «Сад микрорайонта пурăнакансем тăватă çула яхăн пысăк лавккасем уçма тархаслаççĕ. Ку территори — малашлăхлă, кунта вун-вун пин çын пурăнĕ. Анчах та ку территорире суту-илÿ çурчĕсем пулĕç-и? Инвесторсем тупăнчĕç пулин те хальлĕхе ку енĕпе татăклă йышăну çук-ха. Малтан халăхпа канашламалла, вĕсем хăйсен шухăшне пĕлтерччĕр. Инвесторпа эсир халĕ хускатнă ыйтупа калаçнă. Вăл хăйĕн укçи-тенкипе Айхи проспектĕнчи çула анлăлатма хирĕç мар», — терĕ Алексей Ладыков.

…Пухăва Иван Моторин премьер-министр пĕтĕмлетрĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл Чăваш Республики, тĕпрен илсен, аван аталанса пынине, çак юхăмра Шупашкар хулин тÿпи те пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине палăртрĕ.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас