Комментари хушас

Чăваш Енри шкул ачисем «ПатриУм» çуллахи шкула хутшăннă. Унта Раççейри 39 регионтан килсе çитнĕ 100 чи хастар та пултаруллă вĕренекен пухăннă.

Республика чысне Канаш хулин лицеисчĕсем хÿтĕленĕ. 5 вĕренекен — «Одаренные дети» портал конкурсĕсен çĕнтерÿçисем. Сăмахран, 10-мĕш класра ăс пухакан Анастасия Герасименко «Ăнăçăвăн çул картти» конкурсра 1-мĕш вырăн йышăннă. Вăл Президент пулмалли план тунă. 6-мĕш класс хĕрачисем Ксения Васильевăпа Юлия Табакова «Кăмăл-туйăм тĕнчи» конкурсра çĕнтернĕ. Вĕсем туйăмсене коллаж туса кăтартнă.

«ПатриУм» шкула кăçал телей темине халалланă. Хутшăнакансем «Телей министерстви» полилог ирттернĕ. Кашниех хăйĕн шухăшне палăртнă.

Сăмах май, Чăваш Ен делегацийĕ чи йышли пулнă. Проект ертÿçисем ăна мухтанă.

www.hypar.ru

Валентина СЕЛЕНИНА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: