«Хыпар» издательство çурчĕн журналисчĕн ĕçĕ конкурсра çĕнтернĕ
Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви коррупципе кĕрешессипе çыхăннă ыйтусене çутатакан материалсен тата социаллă рекламăсен сценарийĕсен конкурсне пĕтĕмлетнĕ.
Икĕ конкурс комиссийĕн ларăвĕ утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче иртнĕ. Экспертсен йышне ЧР Шалти ĕçсен, Юстици, Цифра аталанăвĕн министерствисен, Роскомнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн, ЧР Журналистсен союзĕн представителĕсем кĕнĕ.
Жюри республикăри хаçатсен хушшинче иртнĕ тупăшура коррупципе кĕрешессипе çыхăннă ыйтусене çутатакан чи лайăх материал тесе «Хыпар» издательство çурчĕн журналисчĕн Валентина Багадеровăн «Хыпар» хаçатра пичетленнĕ «Суя çулĕ тикĕс мар, инçе утаймăн» статйине палăртнă.
Ирина СЕРГЕЕВА.