Автобус инçе çула чĕнет

12 Çурла, 2019

Çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн труппи кану хыççăн ĕçе пуçăнчĕ. Çак кун тата тепĕр самантпа та асра юлĕ вăл: театра ПАЗ-4234 автобус парнелерĕç.

Унăн уççине театр директорне Елена Николаевăна «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш Енри секретарĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Юрий Кислов пачĕ.

Автобуса партин «Кĕçĕн тăван çĕршывăн культури» проектпа килĕшÿллĕн туяннă.

Юрий Михайлович палăртнă тăрăх — Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ асăннă проекта пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе хастар хутшăнать. 2017 çулта учреждение 3 миллион та 333 пин тенкĕ панă. Çав укçапа çутăпа сасă хатĕрĕ туяннă тата Николай Колядан пьеси тăрăх «Морозко» спектакль лартнă.

Иртнĕ çул тивĕçнĕ 15 миллион тенкĕпе театрта хальхи йышши технологи хатĕрĕсем туяннă, çавăн пекех виçĕ çĕнĕ спектакль — «Маленький принц» /Антуан де Сент-Экзюпери/, «Любовь и ненависть» /режиссерĕ Владимир Беляйкин/, «Аленький цветочек» /Сергей Аксаков/ — сцена çине кăларнă.

Кăçал вара Çепĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ «Единая Россия» партин проекчĕпе тата 10 миллион тенкĕллĕ пулнă. Шăпах çав нухратпа туяннă та ĕнтĕ хăтлă автобуса. Унсăр пуçне курав залĕсем валли çемçе пукансем, сасă аппаратури туяннă, икĕ спектакль — «Чацкий. Горе уму» /Александр Грибоедов/, «Волшебник Изумрудного города» юмах — кăларма палăртнă.

Юрий Михайлович автобус уççине Елена Николаева директора панă май çак шухăша палăртрĕ:

— Партин «Кĕçĕн тăван çĕршывăн культури» федерацин проекчĕ культура учрежденийĕсен ĕçне лайăхлатма пулăшать. Проектпа уйрăмах инçетре вырнаçнă пĕчĕк хуласем, район центрĕсем туллин усă кураççĕ, мĕншĕн тесен шăпах вĕсенчи ял клубĕсене, ачасемпе çамрăксен театрĕсене пурлăхпа, техникăпа тивĕçтерме, юсав ĕçĕсем ирттерме пулăшмалла. Пирĕн Çамрăксен театрĕ ку енĕпе питĕ правур пулнине палăртса хăвармалла. Вăл виçĕ çул проекта пурнăçлама хутшăнчĕ, пурĕ 28 миллион ытла тенкĕллĕ пулчĕ. Çав кĕмĕлпе театра кирлĕ хатĕрсем туянчĕ тата темиçе спектакль кăларчĕ.

Савăнăçлă мероприятие ЧР культура министрĕ Константин Яковлев та хутшăнчĕ. Вăл юлашки çулсенче театр пысăк ĕçсем пурнăçланине палăртрĕ. Чи пĕлтерĕшли — хăйĕн çурчĕллĕ пулни. Шăпах ăна хăтлăлатас тĕлĕшпе тимлеççĕ те кунта. Çав вăхăтрах çĕнĕ спектакльсем те кăлараççĕ, гастрольсене те тухса çÿреççĕ. Çĕнĕ парне — пассажир автобусĕ — инçе çула тухмалли шанчăклă хатĕр. Ун пирки куçса çÿрекен театр та теме пулĕ. 30 вырăнлă транспорт хатĕрĕ пултарулăх коллективне республикăн чи инçетри кĕтесне кăна мар, республика тулашĕнчи йăхташсем патне те çăмăлланах илсе çитерĕ.

Çак шухăша Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артисчĕ Василий Павлов та палăртрĕ:

— Паянхи парне — театр кун-çулĕнчи пĕлтерĕшлĕ пулăм. Чи малтанах вăл куракансемшĕн питĕ кирлĕ. Артистсем вĕсем патне лайăх кăмăлпа, хăтлă транспортпа çитни сцена çинче те палăрĕ.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем. 

Рубрика: 

Комментари хушас