«Чăвашавтотранс» ыйтăвĕ сирĕлсе пĕтеймест
Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян иртнĕ канашлура ĕç укçин парăмĕпе çыхăннă лару-тăрупа ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев паллаштарчĕ.
Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 634 çын умĕнчи парăм виçи 35 миллион тенкĕпе танлашнă. Хăрушă мар пек, анчах «кулленхи» текен парăм пысăк — 31 организаци 2173 çынна тÿлемелли виçе 169 миллион тенке çитнĕ. Пысăк пайĕ — панкрут предприятисен тÿпи.
«Чăвашавтотранс» ыйтăвĕ те ниепле те сирĕлсе пĕтеймест. Кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса унти парăма 62 миллион тенкĕ чухлĕ чакарнă. Çав шутран 57 миллионне республика бюджетĕнчен уйăрнă. Ыттине çурла уйăхĕнче Шупашкарти икĕ автостанцие, Куславккари, Вăрмарти автотранспорт предприятийĕсене сутса татма палăртнă та — ĕç тухман: çав аукционсем иртмен тесе йышăннă. Сергей Петрович çитес вăхăтра «Чăвашавтотрансăн» ытти пурлăхне сутма палăртнине çирĕплетрĕ — парăмпа çыхăннă çивĕчлĕх сирĕлмелле. Пурлăхĕ вара панкрут предприятин çителĕклех — 902 миллион тенкĕлĕх. Çав шутра — атобуссен 222 единици.
Министр çулталăк вĕçлениччен республикăри ĕç укçин парăмĕн 87% татма май пуррине çирĕплетрĕ. Михаил Игнатьев асăрхаттарчĕ: çакă прогноз шайĕнче кăна юлмалла мар. Çавăн пекех вăл хăшĕсем предприятисене панкурута кăларма ăнтăлнине те сивлерĕ, унашкаллисенчен çирĕп ыйтмалла: «Панкрутлăх патне илсе çитермелле мар. Пуçлăхсем хăйсен чаплă машинисене сутчăр! Укçана айккине илсе тухаççĕ, кайран вара парăмсене патшалăх çине тиесшĕн…»
Николай КОНОВАЛОВ.