Ултавçăсен серепине лекнĕ

Шăматкун Шупашкарти полицин 4-мĕш уйрăмне 55 çулхи хĕрарăм пырса ултавçăсен аллине çакланнине пĕлтернĕ.

Хăй каласа панă тăрăх, Интернетра кĕпе-йĕм çăвакан машинăна сутасси пирки пĕлтерÿ панă. Пĕр кун маларах ун патне палламан çын шăнкăравланă, машинăна туянас кăмăллă пек пулса укçа-тенке карта çине куçарма шантарса реквизичĕсене ыйтнă. Кăшт вăхăт иртсен çав çын карта çине укçа куçарайманнине пĕлтерсе ытти картăн реквизичĕсене те ыйтнă. Хĕрарăм 63 пин тенкĕсĕр тăрса юлнă.

38 çулхи Шупашкар çынни те ултавçăсен серепине лекнĕ. Ун патне шăнкăравланă арçын хăйне банк ĕçченĕ пек паллаштарса бонуссем выляса илнине пĕлтернĕ. Арçын нумай шухăшласа тăман, реквизичĕсене пĕлтернĕ. 39 пин тенкĕ ултавçă аллине куçнă.

Уголовлă ĕç пуçарма палăртнă, преступниксене шыраççĕ.

www.hypar.ru

Вера ШУМИЛОВА. 

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас