Çĕпĕр марафонĕнче çĕнтернĕ

Çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче Омск хулинче Раççейри чи пысăк марафонсенчен пĕри 30-мĕш хут йĕркеленнĕ. Çĕпĕрте çăмăл атлетика енĕпе иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери марафон 24 çĕршыври сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан 7 пин çынна пуçтарнă.

Кăçал ăна йĕркелекенсем хутшăнакансене 4 дистанци сĕннĕ: марафон /42195 м/, çурма марафон /21100 м/, 10 километр тата 2,6 километрлă массăллă чупу. Марафон дистанцине — 528 çын, çурма марафона — 602 çын, 10 километрлă старта — 1083 çын, 2,6 километрлине 4712-ĕн тухнă.

Палăртма кăмăллă: хĕрарăмсен хушшинче марафонра Чăваш Ен пикисем малти вырăнсене йышăннă. Кĕмĕл медале — Алина Прокопьева /2:35:56/, «бронзăна» Татьяна Арясова /2:39:31/ çĕнсе илнĕ. Çĕнтерÿçĕ Челябинскри Евдокия Букина /2:35:50/ пулса тăнă.

www.hypar.ru

Елена ЛУКИНА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас