Шупашкар хулинчи «Олимпийский» стадионта кашни кунах çын йышлă: унта утă уйăхĕн 1-6-мĕшĕсенче пушар-çăлав спорчĕ енĕпе регионсен хушшинчи ăмăрту иртет-çке.
«Тавах сире çак çула тĕпрен юсама йышăннăшăн, ку тĕллевпе укçа уйăрнăшăн. Пирĕн дачăсем инçех мар вырнаçнă, çав лаптăксене кайса çÿреме кансĕр. Уйрăмах — кĕркуннехи тапхăрта.
Паян РФ физкультурăпа спорт отличникĕ, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Сергей Шелтуков пурăннă пулсан 48 çул тултармаллаччĕ. Шел те, спорт министрĕнче ĕçленĕскер йывăр чире пула пĕлтĕр кĕркунне пиртен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Ăна асăнса Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче йывăр атлетика енĕпе республика турнирĕ иртрĕ.
Чăваш Енре кăçал патшалăх программисене пурнăçлама уйăракан укçан пĕтĕмĕшле калăпăшĕ питĕ пысăк – 55,8 миллиард тенкĕ. Бюджет укçи шута пушшех юратать те — кашни тенкĕ тĕлĕшпе тимлĕх кирлĕ, тĕрĕслев çирĕп пулмалла. Хăшĕсене ку килĕшмест пуль. Анчах унашкаллисене Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн ертÿçи Александр Полтинин Америка сенаторĕн Гари Хартăн каларăша çаврăннă сăмахĕсене аса илтерет: „Енчен те патшалăх çурăмăр хыçăнче тăни килĕшмест тĕк – аллăрсене унăн кĕсйинчен кăларăр“.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ паянхи канашлура 1,5 çултан пуçласа 3 çулчченхи ачашăн паракан пособие ÿстерессипе çыхăннă ыйтăва та сÿтсе яврĕç.
ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ паянхи канашлура 9-мĕш тата 11-мĕш классенчен вĕренсе тухакансен патшалăхăн пĕтĕмлетÿ аттестацийĕн малтанхи кăтартăвĕсемпе ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов паллаштарчĕ.
Выльăх апатне хатĕрлес ĕç мĕнлерех пыни, патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем, ача-пăча сывлăхне çирĕплетмелли лагерьсенче 1-мĕш смена епле иртни — шăпах çак ыйтусене сÿтсе яврĕç паян ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура.