Комментари хушас

5 Утă, 2019

11 регионти спортсменсем ăмăртрĕç

Шупашкар хулинчи «Олимпийский» стадионта кашни кунах çын йышлă: унта утă уйăхĕн 1-6-мĕшĕсенче пушар-çăлав спорчĕ енĕпе регионсен хушшинчи ăмăрту иртет-çке. Турнирăн тĕп трофейне çĕнсе илес тесе федерацин Атăлçи тата Тĕп округĕсен субъекчĕсенчи 11 команда тупăшать.

Чăваш Ен атлечĕсемпе пĕрлех ăмăртусене Тутар, Мордва, Мари, Удмурт Республикисен, Чулхула, Иваново, Киров, Пенза, Самар тата Ульяновск облаçĕсен представителĕсем хутшăнаççĕ. Пĕтĕмпе 300 ытла спортсмен, çав шутрах — пушар-çăлав спорчĕ енĕпе Пĕтĕм тĕнчери тата Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче малти вырăнсене йышăннисем те. Ăмăртусен тĕп судйи — пушар-прикладной спорчĕ енĕпе спорт мастерĕ, Пĕтĕм тĕнче категориллĕ спорт судйи Александр Морозов.

Спортсменсем 4 дисциплинăра вăй виçеççĕ: чăрмавсемлĕ 100 метра «парăнтараççĕ», штурм пусми тăрăх хăпараççĕ, пушар эстафетинче чупаççĕ, «боевое развертывание» текен ăмăртура ăсталăхне кăтартаççĕ.

Паян стадионта ăмăртусен тăваттăмĕш тапхăрĕ иртет. Спортсменсем «боевое развертывание» дисциплинăра ăмăртаççĕ. Вăл — пушар-çăлав спорчĕн чи кăткăс хăнăхтарăвĕсенчен пĕри. Ку тĕсре командăн питĕ хăвăрт, çав хушăрах тимлĕн тата пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлемелле: насус «пыршине» /пожарные рукава/ пĕр линие çыхăнтармалла, шыв сапса мишене лектермелле.

Регионсен хушшинчи ăмăртăва паян савăнăçлă лару-тăрура хупаççĕ, çĕнтерÿçĕсемпе призерсене чыслаççĕ.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Автор тата Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.