Новости по теме
Инструкторсем ĕçе пуçăннă
Чăваш делегацийĕ Мускава тухса кайрĕ
Паян Мускаври Национальноçсен çуртĕнче 18 сехетре Чăваш поэзийĕн каçĕ иртĕ. Ăна Чăваш Енри Профессионал писательсен союзĕ (правлени ертÿçи - Лидия Филиппова, "Хыпар" издательство çурчĕн "Тăван Атăл" журналĕн редакторĕ) Мускаври хастарсем пулăшнипе йĕркеленĕ.
Республикăри ятлă-сумлă сăвăçсемпе çыравçăсен пĕр ушкăнĕнчен, юрăçсенчен, журналистсенчен тăракан йыш çĕршывăн тĕп хулине тухса кайрĕ.
ЧПУри чи лайăх 100 каччăпа пикене хисеп турĕç
Çак куна тахçантанпах кĕтнĕ вĕсем, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ырми-канми тăрăшнă, сесси вăхăтĕнче куç хупман каçсем ирттернĕ ĕнерхи студентсем.
Чăваш Ен команди — пĕрремĕш
Çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен команди «Гвардеец» лагерьтен таврăннă. Смена Чулхула облаçĕнче Кстово хулинче иртнĕ.
Республика чысне Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ Чăваш Ен кадет корпусĕнче вĕренекенсем тата Патăрьел, Канаш, Муркаш районĕсен, Çĕнĕ Шупашкар тата Шупашкар хулисен пĕрлештернĕ команди хÿтĕленĕ. Чăваш Ен хастарĕсем пĕрремĕш вырăна тухнă.
Черетлĕ лару иртрĕ
Паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Правительство членĕсем 30 ытла ыйту пăхса тухса çирĕплетрĕç.
Халăх пуçарăвĕпе — çул
Медаль - Чăваш Ен Пуçлăхĕн аллинчен
Патăрьел районĕнче çĕр типме пуçланă
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев эрнесерен ирттерекен канашлура выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлес ĕç епле пыни пирки те сăмах хускатрĕç. Ун çинчен ЧР ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Денис Паспеков каласа пачĕ.