Халăх пуçарăвĕпе — çул
Вăрнар районĕнчи Санарпуç ял тăрăхĕнче халăх пуçарăвĕпе çул сарнă.
Халăх вĕрсен хапха уçăлнă тенĕ. Санарпуçĕнчи Симĕс урамра пурăнакансем 100 метр çула юсама йышăннă. Ял тăрăхĕ çынсен пуçарăвне ырласа йышăннă. Ĕмĕте пурнăçа кĕртме халăх та укçа хывнă. Йĕпе-сапара пылчăк çăрăласран çула вак чул сарса хытарнă. Çак ĕçе кашниех хастар хутшăннă, вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшнă.
www.hypar.ru Cap.ru căн ÿкерчĕкĕ.
Лариса НИКИТИНА.