Комментари хушас

27 Çĕртме, 2019

Чăваш Ен команди — пĕрремĕш

Çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен команди «Гвардеец» лагерьтен таврăннă. Смена Чулхула облаçĕнче Кстово хулинче иртнĕ.

Республика чысне Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ Чăваш Ен кадет корпусĕнче вĕренекенсем тата Патăрьел, Канаш, Муркаш районĕсен, Çĕнĕ Шупашкар тата Шупашкар хулисен пĕрлештернĕ команди хÿтĕленĕ. Чăваш Ен хастарĕсем пĕрремĕш вырăна тухнă.

Команда лагерьте 18 кун пурăннă. Çар çынни пулма хатĕрленнĕ: марш-бросоксене хутшăннă, çĕршыв историне вĕреннĕ.

Хутшăнакансене пурне те «Юнарми» юхăма йышăннă, присяга тыттарнă. Ăна 2016 çулта Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушнипе йĕркеленĕ.

www.hypar.ru

Валентина СЕЛЕНИНА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: