Новости по теме

25 Çĕртме, 2019

Республика кунĕ инкек-синкексĕр иртнĕ

Тунтикун Республика кунне паллă тунăран эрнесерен иртекен канашлу ку хутĕнче ытларикун иртрĕ. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев канашлăва уçнă май уяв инкек-синкексĕр аван иртнине каларĕ, ăна пысăк шайра йĕркеленине хăнасем те палăртнă.

24 Çĕртме, 2019

"Асамат" фестиваль çĕнтерÿçисене чысларĕç

Шупашкар фейерверксен пĕтĕм тĕнчери фестивальне йышăнчĕ. Кăçалтан "Асамат" ят илчĕ вăл. Унта Шупашкарти, Мускаври, Сергиев Посадри, Кăркăстанри тата Санкт-Петербургри командăсем хутшăнчĕç.

24 Çĕртме, 2019

Хĕрлĕ тÿремре Республика кунĕ малалла тăсăлчĕ

Хĕрлĕ тÿремре Республика кунне малалла паллă тăваççĕ. "Раççей çăлкуçĕсем" фестиваль лауреачĕсемпе дипломанчĕсен концерчĕ хыççăн уявăн тĕп саманчĕ пуçланчĕ. Ăна хулари çамрăк артистсемпе пултарулăх коллективĕсем уçрĕç.

24 Çĕртме, 2019

Ача сачĕ тата троллейбус линийĕ – пысăк парне

Чăваш Енре ырă йăла пур: регионăн чи пысăк уявĕнче — Республика кунĕнче — социаллă пĕлтерĕшлĕ çĕнĕ объектсем уçасси. Кăçал та ырă çак йăлана манмарĕç. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарти «Соляное» микрорайонта çĕнĕ садик ĕçлеме пуçларĕ. «Çĕнĕ хула» микрорайонта вара троллейбус çĕнĕ линийĕ хута кайрĕ. «Пире уяв ячĕпе пысăк парне туса пачĕç», — савăнăçне пытараймарĕç асăннă тăрăхра пурăнакансем.

24 Çĕртме, 2019

Шупашкарта Акатуй кĕрлерĕ

Чăвашсен ламран лама пыракан уявĕсенчен пĕри — Акатуй. Вăл халичченех упранса юлнă. Çĕрпе суха туйне ял çыннисем кăна мар, район, облаç, республика шайĕнче те уявлаççĕ. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарта та кĕрлерĕ вăл. Инçе-инçе саланчĕ чăваш сасси унăн чи илемлĕ те сумлă тÿремĕнчен.

24 Çĕртме, 2019

Шупашкарта «Шăчăпа сикекен ăстасем» ăмăрту иртрĕ

«Ÿкмесĕр мĕнле вĕçмеллине пĕлеймĕн». Çапла калаççĕ шăчăпа сикекен спортсменсем. Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре Пĕтĕм Раççейри «Шăчăпа сикекен ăстасем» ăмăрту иртрĕ. Вăл пĕлтĕрхи пекех шоу евĕрлĕ иртрĕ. Ертсе пыракан театр умне пухăннă çынсене спорт темипе тĕрлĕ ыйту пачĕ, хуравлакансене парнесем тыттарчĕ.

24 Çĕртме, 2019

Республикăн тĕп пуянлăхне патшалăх наградисемпе чысларĕç

Республикăн тĕп пуянлăхĕ — унăн ĕçчен те маттур, пултаруллă та хăватлă çыннисем. Çакăн пек хастарсен пĕр ушкăнне паян Правительство çуртĕнче патшалăх наградисемпе чысларĕç.

23 Çĕртме, 2019

Улатăрсене хисеп туса инçe çула тухрăмăр

Паян, çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче, Улатăр район халăхĕ Республика кунне сумлă хăнасемпе пĕрле паллă тăвать. Кивĕ Эйпеç ял тăрăхĕ уяв лапамне çaврăнчĕ. Ял-йыш республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева, РФ Патшалăх Думин депутатне Леонид Черкесова, ЧР Патшалăх  Канашĕн Председателĕн заместительне Юрий Кислова ачасен "Юмах тĕнчи" çĕнĕ паркĕнче кĕтсе илчĕ.

22 Çĕртме, 2019

Куравра - аталану тĕкĕрĕнче

Ĕнер Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра Регионсен хушшинчи «Регионсем - чикĕсĕр килĕштерсе ĕçлесси» XXVI курава уçнă. Паян унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çитсе курчĕ.

Кунта строительствăн, архитектурăн, электротехникăн, приборсем тăвакансен, хими, çăмăл тата апат-çимĕç промышленноçĕсен, ял хуçалăхĕн, туризмпа спортăн, банкпа инвестицин, страхлакансен, сывлăх сыхлавĕн, наукăн, вĕрентĕвĕн, транспортăн 100 ытла организацийĕ хăйĕн ĕç-хĕлĕпе, продукцийĕпе, пулăшу ĕçĕпе паллаштараççĕ.

Pages