Шупашкарта Акатуй кĕрлерĕ

24 Çĕртме, 2019

Чăвашсен ламран лама пыракан уявĕсенчен пĕри — Акатуй. Вăл халичченех упранса юлнă. Çĕрпе суха туйне ял çыннисем кăна мар, район, облаç, республика шайĕнче те уявлаççĕ. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарта та кĕрлерĕ вăл. Инçе-инçе саланчĕ чăваш сасси унăн чи илемлĕ те сумлă тÿремĕнчен.

Тĕп хуламăра хăйĕн паянхи сумĕпе çитсе тымар яриччен чылай пăтăрмахпа тĕл пулма тивнĕччĕ унăн йĕркелÿçисен. Хăй вăхăтĕнче республика ертÿлĕхĕ ăна ял-район шайĕнче ирттерни çитет тенĕ-ши, Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне Шупашкарта хапăл пулмарĕ. Çапах та Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем çине тăнипе тĕп хулари «Шупашкар: 500 çул» культурăпа кану паркĕнче темиçе çул ирттерчĕçех. Унта кашнинчех республика тулашĕнчен вун-вун, çĕр-çĕр йăхташ хутшăнчĕ.

2013 çулхи Акатуя Чăваш Ен Правительстви вăйĕпе йĕркелерĕç. Вăл хăйĕн вырăнне те улăштарчĕ, тĕп хулан Хĕрлĕ тÿремне çитрĕ.

Акă кăçалхи VII Акатуй та — Республика кунĕнче унтах уçăлчĕ.

Тăвансене хăна тума

Çăкăр-тăвар, тĕпел пур.

Тур калашле, сыпса пăхма

Виçĕ алтăр сăра пур.

Чуна уçса калаçмалăх

Хаксăр хаклă тăванăм пур…

Тăван халăхăм çут çанталăкпа килĕшÿре пурăннă. Халĕ те çаплах. Чăвашсен ваттисен ячĕпе Евгений Ерагин, Анатолий Кибеч, Николай Егоров пил сăмахĕсем каларĕç, Акатуя ăнăçлă ирттерме пулăшма ыйтрĕç, тырă-пулăна, пурнăçри ырлăхсене ÿстерсе пыма, тăван халăха малалла та пĕрле пурăнма ыйтса кĕлĕ турĕç. Унтан Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов Акатуя уçса уява пуçтарăннă йăхташсене паллă самнтпа саламларĕ, авалхи йăлана тытса пынăшăн тав турĕ. «Акатуй пире пуçтарать, Акатуй пире паллаштарать», — терĕ Николай Федорович. Акă уяв ертÿçин уçă сасси янраса кайрĕ:

Вĕлкĕш, Акатуй ялавĕ!

Савăнтар Чăваш Ене.

Вĕлкĕшÿ — уяв саламĕ,

Пур чăваш паян пĕрле!

Çак самантра лапам Акатуй ялавĕпе илемленчĕ. Уяв ертÿçисем сцена çине ЧР Пуçлăхне Михаил Игнатьева хăпарма чĕнчĕç.

Михаил Васильевич хула çыннисемпе хăнасене Республика кунĕпе, Пĕтĕм чăвашсен çиччĕмĕш Акатуйĕпе саламларĕ, савăк кăмăл, ăнăçу сунчĕ. «Тавтапуç сире, ентешсем, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăнма майсем тупнăшăн, пĕрле, авалхи пек шăкăл-шăкăл калаçса малалла та туслă пурăнасчĕ. Эпир пулнă, пур, пулатпăр», — терĕ Михаил Васильевич.

Кăçалхи Акатуя Театр çулталăкне халалланă. Çавăнпа сцена çинче асăннă пулăмсене халалланă номер — К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн «Эс ман чунра» мюзиклăн пĕр пайĕ тухни — питĕ вырăнлă пулчĕ.

Акатуй спорт уявĕ те. Çакна çирĕплетсе Анне-монумент çывăхĕнчи лапамра спортсменсем вăй виçрĕç. Çапла савăнчĕ, кĕрлерĕ Шупашкар. Ун хыççăн Акатуя хутшăнакансем карталанса Анне-монумент патне çул тытрĕç. Унта шупашкар çыннисене тепĕр савăнăçлă самант кĕтрĕ: регионсенчен килнĕ хут купăсçăсем ăмăртрĕç. Ун умĕн уява хутшăнакансем, хула çыннисем 30 метр тăршшĕ, 300 килограмм таякан хуплăва астивсе пăхрĕç.

Манăн вара инçетрен килсе çитнĕ ентешсен шухăш-кăмăлне пĕлес килчĕ.

Любовь КУЗНЕЦОВА, Самар облаçĕнчи Сергиевск районĕнчи Хурамал Этелек ялĕнчи «Асамат» халăх хорĕн ертÿçи:

Тăваттăмĕш хут килтĕмĕр Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне. Пирĕн коллектива Чăваш Енре пурте питĕ лайăх пĕлекен Николай Карлин йĕркелесе янă. Икĕ çул каялла вăл пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Вырсарникун ун вилтăприйĕ çине кĕрсе тухрăмăр. Вăл чĕртсе янă коллектива малалла та йĕркеллĕ тытса пыма тăрăшатпăр.

Светлана САДЫКОВА, Хусанти Халăх туслăхĕн çурчĕ çумĕнчи чăваш коллективĕн ертÿçи:

«Салам» ушкăнра пурĕ 9 çын. Эпир вырăнти чăваш халăх юррисене пуçтаратпăр, юрлатпăр. Коллективра, тĕпрен илсен, тивĕçлĕ канăва тухнă ентешсем. Вĕсем тăван культурăна, йăла-йĕркене чунтан парăннă.

Вера СПИРИДОНОВА, Кемĕр облаçĕнчи «Хĕлхем» ансамбль ертÿçи:

Пирĕн ялта пурăнакан йăхташсем хăй вăхăтĕнче Чăваш Енрен куçса кайнă, манăн аттепе анне — Тăвай районĕнчен. Вырсарникун шăпах çав районта концерт кăтартрăмăр. Питĕ лайăх йышăнчĕç. Таврăнсан чи çывăх тăванăмсене каласа кăтартса савăнтаратăп ĕнтĕ.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем...

Рубрика: 

Комментари хушас