Комментари хушас

22 Çĕртме, 2019

Куравра - аталану тĕкĕрĕнче

Ĕнер Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра Регионсен хушшинчи «Регионсем - чикĕсĕр килĕштерсе ĕçлесси» XXVI курава уçнă. Паян унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çитсе курчĕ.

Кунта строительствăн, архитектурăн, электротехникăн, приборсем тăвакансен, хими, çăмăл тата апат-çимĕç промышленноçĕсен, ял хуçалăхĕн, туризмпа спортăн, банкпа инвестицин, страхлакансен, сывлăх сыхлавĕн, наукăн, вĕрентĕвĕн, транспортăн 100 ытла организацийĕ хăйĕн ĕç-хĕлĕпе, продукцийĕпе, пулăшу ĕçĕпе паллаштараççĕ.

ЧР Пуçлăхĕ малтан Чăваш наци музейĕ умне тăратнă, тĕрлĕ отрасльте усă куракан техникăпа, кайран 1800 тăваткал метр лаптăк йышăнакан шатера кĕрсе тăватă рете вырнаçтарнă экспозицисемпе паллашрĕ. Кашнипе тенĕ пекех кăсăкланчĕ, вăл е ку предприяти паха продукци туса кăларнине палăртрĕ.

Республика Пуçлăхĕпе пĕрле куравпа РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - республика Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев, Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев, экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Ананьева, Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков паллашрĕç.

Курав çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче юлашки кун ĕçлет. Кирек кам та пырса унпа паллашма пултарать, шатера тÿлевсĕр кĕртеççĕ.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ.