Комментари хушас

24 Çĕртме, 2019

Шупашкарта «Шăчăпа сикекен ăстасем» ăмăрту иртрĕ

«Ÿкмесĕр мĕнле вĕçмеллине пĕлеймĕн». Çапла калаççĕ шăчăпа сикекен спортсменсем. Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре Пĕтĕм Раççейри «Шăчăпа сикекен ăстасем» ăмăрту иртрĕ. Вăл пĕлтĕрхи пекех шоу евĕрлĕ иртрĕ. Ертсе пыракан театр умне пухăннă çынсене спорт темипе тĕрлĕ ыйту пачĕ, хуравлакансене парнесем тыттарчĕ.

Тупăшăва Раççейри чи вăйлă 9 спортсмен хутшăнчĕ. Шăчă ăстисене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хавхалантарчĕ. Вăл вĕсене йывăрлăхсене парăнтарса яланах малта пулма, пысăк çитĕнÿсем тума сунчĕ.

Лидерсен йышĕнче РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, Европа тата тĕнче чемпионки Анжелика Сидорова пулчĕ. Вăл ку спортра чи пултарулли пулнине тепĕр хут ĕнентерчĕ: 4,75 метр сикрĕ. Тата çÿллĕрех /хăй вăхăтĕнче 8,50 тата 4,91 метра парăнтарнă/ сикме пултаратчĕ, анчах çумăр çуни шухăшланине пурнăçлама памарĕ. Кун çинчен хăй те пăшăрханса каларĕ.

Пĕрремĕш пулассишĕн Иркутск облаçĕнчи Ангелина Краснова ялан тупăшатчĕ, анчах ку хутĕнче ăна ăнмарĕ. Вăл виççĕмĕш вырăн кăна йышăнчĕ. «Пĕлтĕрхи ăмăрту та асăмран кайман-ха. Ун чухне лайăх кăтартусепе палăрнăччĕ. Кăçал çанталăк манăн шухăш-ĕмĕте кăштах пăсрĕ», — терĕ спортсменка. Иккĕмĕш вырăна Омск облаçĕнчи Ирина Иванова тухрĕ. Раççей чемпионачĕн кăçалхи призерĕ 4,56 метр сикрĕ. Вăл каланă тăрăх — ку уншăн çĕнĕ рекорд. Атлет тепĕр уйăхра /утă уйăхĕн 24-28-мĕшĕсенче Чăваш Енре çăмăл атлетика енĕпе Раççей чемпионачĕ иртĕ/ Шупашкара тепĕр хут килме шантарчĕ.

РФ спорт мастерĕ Елизавета Брндаренко /Ростов облаçĕ/ Шупашкарта пĕрремĕш хут. Призерсен йышне лекеймерĕ пулин те кăмăллă пулнине пĕлтерчĕ. «Куракансем хавхалантарса тăни вăй парать. Чăваш Енре пурăнакансем спорта юратаççĕ. Яваплă ăмăрту умĕн хамăн вăя тепĕр хут тĕрĕслесе пăхрăм», — терĕ вăл.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: