«Промтрактор-Вагон» аван ĕçлет
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев эрнесерен ирттерекен канашлура республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăçалхи 5 уйăхри кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç. Тĕп докладпа экономика министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Светлана Ананьева паллаштарчĕ.
«Промышленноç производствин индексĕ 101,8 процентпа танлашнă. Машина тăвакансен отраслĕнче кăтартусем уйрăмах лайăхланнă, электротехника сферинче вара чакнă. Çапах çак предприятисем начар ĕçлеççĕ теме çук. Вĕсенче çĕнĕ продукцисем туса кăлараççĕ. Калăпăр, Шупашкарти электроаппарат завочĕпе «Экра» пĕрлешÿ мобильлĕ цифрăллă подстанци туса пĕтернĕ. Çĕнĕ Шупашкарти «Хĕвел» те çултан çул хăйĕн хăватне ÿстерсе пырать. Рынокра лайăх сутăнакан вун-вун продукци тăваççĕ. Предприяти çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртет, ĕç вырăнĕсем йĕркелет, çулталăк вĕçлениччен тепĕр 3 проекта ĕçе кĕртме палăртать», — терĕ Светлана Ивановна.
Машина тăвакансен отраслĕнче «Промтрактор-Вагон» аван ĕçлет. Тĕслĕхрен, август уйăхĕнче Мускав облаçĕнче иртекен пĕтĕм тĕнчери «Продвижение Экспо» куравра тырă турттармалли çĕнĕ вагонпа паллаштарĕ. Трактор тăвакансен завочĕ 5 уйăхра 100 ытла трактор кăларнă, çулталăк вĕçлениччен тепĕр 352 единица тума палăртнă. Пирĕн республикăра автотранспорт кăларакан производствăн ÿсĕмĕ 28 процентпа танлашнă. Çăмăл промышленноç отраслĕнче тумтир туса кăларас енĕпе уйрăмах çитĕнÿсем пысăк 65,7 процент.
Светлана Ананьевăн темине малалла тăсса ЧР вице-премьерĕ — финанс министрĕ Светлана Енилина республика бюджечĕ епле пурнăçланни çинчен каласа пачĕ.
Андрей МИХАЙЛОВ.
Комментари хушас