Новости по теме

23 Пуш, 2020

Кашнин яваплăха туймалла

Призыв ыйтăвĕсем, çурхи ейÿрен сыхланасси, чĕр чунсен тĕнчине хÿтĕлесси — çак темăсене паян ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура сÿтсе яврĕç. Çапах калаçу халĕ тĕнчене хумхантаракан тĕп темăран — коронавирус инфекцийĕнчен — пуçланчĕ, унпах вĕçленчĕ.

Канашлăва пуçланă май Олег Николаев инфекцирен сыхланасси пирки сăмах пуçарчĕ. Кунта чи малттанах кашни çын яваплă пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Влаçри çынсене ку пушшех пырса тивмелле. 

23 Пуш, 2020

Республикăра вăйлă çил алхасма пултарĕ

Синоптиксем республикăра çак кунсенче çанталăк пăсăласси пирки асăрхаттараççĕ. Чăваш Ен Гидрометцентрĕ пĕлтернĕ тăрăх, пуш уйăхĕн 23-24-мĕшĕсенче республикăри хăш-пĕр районта тата Шупашкарта çил вăйланĕ, çеккунтра 20 метр хăвăртлăхпа вĕçтерĕ.

22 Пуш, 2020

Чӑваш Ен чи таса регионсен шутне кӗнӗ

"Симӗс патруль" Пӗтӗм Раҫҫейри общество организацийӗ 2019-2020 ҫулсенчи хӗллехи экологи рейтингне хатӗрленӗ.

Чи таса регион шутне Тамбов, Белгород облаҫӗсем тата Алтай республики кӗнӗ. Чи "таса мар" регион - Иркутск облаҫӗ. Чӑваш Ен вара тасалӑхӗпе - 11-мӗш вырӑнта. Пӗлтӗр 14-мӗшӗнче ҫеҫ пулнӑ. Ҫапах та Атӑлҫи федераци округӗнче тасалӑхпа пирӗн республикӑна ҫитекен ҫук. Экологи енчен чи япӑх регион - каллех Чулхула. Пӗтӗмӗшле рейтингра вӑл 77-мӗш вырӑнтан 69-мӗшне хӑпарнӑ.

20 Пуш, 2020

«Манăн бизнес» пуçарулăха вăй парĕ

Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев эрнекун Шупашкарти бизнес-инкубатор çуртĕнче уçăлнă «Манăн бизнес» центрпа паллашрĕ.

20 Пуш, 2020

Лавккасенче тавар çителĕклĕ

Чăваш Енри лавккасенче çÿлĕксем пушă мар, куллен кирлĕ апат-çимĕç çителĕклех. Хаксем те ÿсмен.

Çакна "Хыпар" издательство çурчĕн фотожурналисчĕ Василий Кузьмин влаçрисемпе пĕрле çуресе паян хăй куçĕпе курса ĕненнĕ. Вăл Шупашкарти Митов бульварĕнчи "Магнит" магазинта тата Муркаш районĕнчи Шомик ялĕнче Чăвашпотребсоюз лавккинче пулнă.

20 Пуш, 2020

Шупашкар ачисен инклюзивлă команди КВНра палăрнă

Ыттисем пек пулманни килте тунсăхласа çеç пурăнмаллине пĕлтермест. Çакна педагогсем аван ăнланаççĕ, çавăнпа пур ачана та кăсăклă мепроприятие хутшăнтарма май тупаççĕ.

19 Пуш, 2020

Чăваш Ен спортсменĕсем медальпе таврăннă

Иртнĕ эрнере Мускав облаçĕнчи Видное хулинче Тухăç çар кĕрешĕвĕн Сетокан енĕпе Раççей чемпионачĕ вĕçленнĕ.

40 регионтан килсе çитнĕ 88 спортсмен хушшинче Шупашкарти "Будокан" клуба çӳрекен Александр Аввакумов кĕмĕл медале тивĕçнĕ. 16-20 çулсенчи юниорсен ушкăнĕнче Виктор Фомиряковпа Богдан Авдеев 1-мĕш 2-мĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.

19 Пуш, 2020

"Мостотряд-41" ĕçченĕсем Крым кĕперне çĕкленĕ çĕре хутшăннăшăн патшалăх наградине тивĕçнĕ

Крым кĕперĕ Керчь районне Кубаньпе пĕрлештерет. Çакăн валли 4 çул кирлĕ пулчĕ. Ку калама çук пысăк ĕç шутланать. Крым кĕперне çĕкленĕ çĕре хутшăннисене Раççей Президенчĕ Владимир Путин ĕнер, пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче, чысланă.

Шупашкарти "Мостотряд-41" территори фирмин ĕçченĕсем те çак хисепе тивĕçнĕ.

19 Пуш, 2020

Чăваш Енре тырă, çăнăх çителĕклĕ

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев «Чăваш çăкăрпродукчĕ» акционер обществинче Владимир Яковлев гендиректорпа цехсем тăрăх çÿресе хальхи вăхăтри лару-тăрупа паллашрĕ.

Pages