Çуркуннехи пĕрремĕш субботник иртнĕ
Юр ирĕлме тытăнчĕ те шурă "кавир" айĕнче пытанса пурăннă çӳп-çап уççăнах палăрма пуçларĕ. Пĕрре те илемлĕ кăтартмасть вăл тавралăха. Çавăнпа Шупашкарта малтанхи субботник иртрĕ те ĕнтĕ.
Территорие çӳп-çапран тасатма 6 пине яхăн çын тухнă: ача сачĕсемпе шкулсенче, культура тата физкультурăпа спорт учрежденийĕсенче, районсенчи пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхсен управляющи компанийĕсенче ĕçлекенсем.