Çуркуннехи пĕрремĕш субботник иртнĕ
Юр ирĕлме тытăнчĕ те шурă "кавир" айĕнче пытанса пурăннă çӳп-çап уççăнах палăрма пуçларĕ. Пĕрре те илемлĕ кăтартмасть вăл тавралăха. Çавăнпа Шупашкарта малтанхи субботник иртрĕ те ĕнтĕ.
Территорие çӳп-çапран тасатма 6 пине яхăн çын тухнă: ача сачĕсемпе шкулсенче, культура тата физкультурăпа спорт учрежденийĕсенче, районсенчи пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхсен управляющи компанийĕсенче ĕçлекенсем.
Пурте пĕрле тăрăшса Атăл çыранĕн хĕррине, гаражсем тавра тасатнă, кивĕ çулçăсене пуçтарнă.
Субботниксене малалла ирттереççĕ, хула çыннисене вĕсене хутшăнма йыхравлаççĕ. Анчах пысăк ушкăнпа пуçтарăнмалла мар тата ăшăрах тăхăнмалла.
Комментари хушас