Шупашкар ачисен инклюзивлă команди КВНра палăрнă

20 Пуш, 2020

Ыттисем пек пулманни килте тунсăхласа çеç пурăнмаллине пĕлтермест. Çакна педагогсем аван ăнланаççĕ, çавăнпа пур ачана та кăсăклă мепроприятие хутшăнтарма май тупаççĕ.

Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче Хусанта "Республика" Пĕтĕм тĕнчери КВН союзĕн официаллă лигин фестивалĕн гала-концерчĕ иртнĕ. Унта Шупашкарти хавшакрах сывлăхлă ачасен 1-мĕш шкулĕнчен "Солнцепек" команда хутшăннă.

Мероприяти хупă мелпе иртнĕ. Апла пулин те хутшăнакансем тунсăхламан, пĕр-пĕрне хавхалантарма тăрăшнă.

"Солнцепек" команда хăйĕн кăтартăвне вĕçлесен ыттисем ура çине тăрса тăвăллăн алă çупнă. "Солнцепек" инклюзив-эксклюзив команди куракансен кăмăлне кайнипе ятарлă номинацие тивĕçнĕ. Наградăпа чыслаканĕ — Хусанти КВН вăййисенче яланах Гран-при паракан Георгий Гатауллин.

"Эпир сире питĕ юрататпăр! Яланах кĕтетпĕр! Сирĕнпе мухтанатпăр! Эсир пирĕн чĕрене тыткăнларăр! Сирĕн ачасем питĕ маттур, хăвăр пекех! Сирĕн шӳтсем çивĕч, КВНри пекех. Çитĕнӳ тата ăнăçу сунатпăр! Финалта кĕтетпĕр!" — тенĕ Чăваш Енрен пынă командăна фестиваль йĕркелӳçисем.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: 

Комментари хушас