Кашнин яваплăха туймалла

23 Пуш, 2020

Призыв ыйтăвĕсем, çурхи ейÿрен сыхланасси, чĕр чунсен тĕнчине хÿтĕлесси — çак темăсене паян ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура сÿтсе яврĕç. Çапах калаçу халĕ тĕнчене хумхантаракан тĕп темăран — коронавирус инфекцийĕнчен — пуçланчĕ, унпах вĕçленчĕ.

Канашлăва пуçланă май Олег Николаев инфекцирен сыхланасси пирки сăмах пуçарчĕ. Кунта чи малттанах кашни çын яваплă пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Влаçри çынсене ку пушшех пырса тивмелле. 

Канашлу вĕçĕнче коронавирус теми патне таврăннă май регион ертÿçи иртнĕ эрнере лавккасенче халăх хĕвĕшни пирки сăмах пуçарчĕ. Юнкун, калăпăр, кĕрпе, макарон, изделийĕсем, тушенка туянасси ытти чухнехинчен 3,5 хут ÿснĕ. Чăн та, эрне вĕçнелле çивĕчлĕхе сирме пултарнă. Олег Николаев лавккасен сентрисене çак кунсенчех тивĕçлĕ таварсемпе тултарассине çирĕплетрĕ, пăлханма сăлтав çук.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. 

Комментари хушас