Новости по теме
Фонд та, корпораци те пур. Инвестицисем вара — çук
Республикăна инвестицисем илсе килессишĕн яваплă институтсем пур — Экономика аталанăвĕн министерствин Промышленноçпа инвестици ĕç-хĕлне аталантаракан фончĕ тата Чăваш Республикин аталану корпорацийĕ. Анчах çак тытăмсен ĕçĕ регионăн çĕнĕ ертӳлĕхне тивĕçтерменни куçкĕрет.
Самолетсем вĕçмеççĕ
Транспорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Осипов пĕлтернĕ тăрăх, «Победа» компани самолечĕсем ака уйăхĕн пуçламăшĕнчен тытăнса вĕçме пăрахаççĕ. «Çурçĕр çилĕ» компани вара пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнчен тытăнса авиарейссем пурнăçлама пăрахнă.
Парӑмсем ҫав-ҫавах пысӑк
Правительствăн топливăпа энерги ресурсĕсемшĕн тӳлес ыйтусемпе ĕçлекен комиссийĕн протоколне мĕнле пурнăçлани çинчен строительство министрĕ Александр Героев каласа пачĕ.
Парăмсемпе çыхăннă çивĕч ыйтăва комиссин пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче сӳтсе явнăччĕ. Министр палăртнă тăрăх, унтанпа пысăк улшăнусем пулнă тееймĕн. Газшăн, электричествăшăн, ăшă энергийĕшĕн тӳлемелли парăмсем çав-çавах пысăк.
Бизнес тĕрев ыйтать: кредит каникулне вӑя кӗртессине сӳтсе явмалла
Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусемпе экономика аталанăвĕн министрĕ Иван Моторин палӑртнӑ тӑрӑх, паян республикăри предпринимательсен шучĕ 42,5 пинпе танлашать. Вĕсем патĕнче 123 пин çын ĕçлет — ĕçлекен çынсен 40%.
Коронавирус тапхӑрӗнче усӑ курмалли пӗрлехи интернет порталне йӗркелесшӗн
Паянхи канашлура Алла Салаева вице-премьер ҫак лару-тăрура изоляцири ватăсене пулăшасси пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕ.
60 çултан иртнисен шучĕ Чăваш Енре 200 пин çынпа танлашать. Ватăсем апат-çимĕç, эмелсем туянса килмешкĕн волонтерсен пулăшăвĕпе усă курма пултараççĕ. Федераци шайĕнчи 8-800-201-32-60 е вырăнти 26-11-11 телефонсемпе шăнкăравламалла — волонтерсем вăрах кĕттермĕç. Чăн та, шăнкăравлакан хальлĕхе нумай мар-ха.
Инфекци сыхлăха, яваплăха çирӗплетме хистет
Республикăри коронавируспа çыхăннă лару-тăрушăн хальлĕхе тăнăçлăх кăтартуллă, анчах сыхлăх мерисем çирĕпленсех пырĕç. Çакăн пирки ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура каларĕ.
Наци библиотеки чӑваш ҫыравҫисен ачасем валли ҫырнӑ хайлавӗсемпе паллашма сӗнет
Карантин эрнинче вӑхӑта мӗнле ирттермелле? Килтен тухмасӑр та кӑсӑклине нумай тупма пулать иккен.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хаяр фашиста ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнӗ май Наци библиотеки чӑваш ҫыравҫисем ачасем валли ҫырнӑ хайлавсемпе паллашма сӗнет. Вӗсене чӑваш артисчӗсен сассисемпе ҫыртарнӑ. Чылайӑшӗ "Чӑваш Енӗн литература палитри: вуламалли 100 кӗнеке" коллекцие кӗнӗ. Кунтах - Петӗр Хусанкайӑн 1942 ҫулта ҫырнӑ "Таня" поэми те.