Наци библиотеки чӑваш ҫыравҫисен ачасем валли ҫырнӑ хайлавӗсемпе паллашма сӗнет

30 Пуш, 2020

Карантин эрнинче вӑхӑта мӗнле ирттермелле? Килтен тухмасӑр та кӑсӑклине нумай тупма пулать иккен.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хаяр фашиста ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнӗ май Наци библиотеки чӑваш ҫыравҫисем ачасем валли ҫырнӑ хайлавсемпе паллашма сӗнет. Вӗсене чӑваш артисчӗсен сассисемпе ҫыртарнӑ. Чылайӑшӗ "Чӑваш Енӗн литература палитри: вуламалли 100 кӗнеке" коллекцие кӗнӗ. Кунтах - Петӗр Хусанкайӑн 1942 ҫулта ҫырнӑ "Таня" поэми те.

2020 ҫулта Наци библиотеки «Читаем детям о Великой Отечественной войне. Ачасем валли Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи ҫинчен вулатпӑр» аудиокӑларӑмӑн 2-мӗш пайне хатӗрленӗ. Унта чӑваш ҫыравҫисен 10 хайлавне кӗртнӗ. Вулаканӗсем: Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗн тата К. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн актерӗсем.

Аудиокӑларӑмпа килтен тухмасӑрах Чӑваш Республикин электрон вулавӑшӗнче те паллашма пулать.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас