вулавăшсем

14 Çу, 2020

Виртуаллă библиотека хута ярасшăн

Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотеки «Чăваш çыравçисем — ачасем валли» электрон вулавăша хута ярасси» проекта пурнăçламашкăн РФ Президенчĕн 1 миллион тенкĕлĕх грантне тивĕçнĕ.

7 Ака, 2020

"Ҫӗрҫуллӑх кӗнекине пӗрле палӑртар"

Килтен тухмасăр пурӑннӑ вӑхӑтра тата мӗн тӑвас тесе шухӑшлатӑр-и? Чӑваш Республикин наци библиотеки Республикӑри «Литературăллă Чăваш Ен: ҫӗрҫуллӑхри чи килӗшнӗ кӗнеке» = «Литературная Чувашия: самая читаемая книга столетия» вулав референдумне хутшӑнма чӗнет.

30 Пуш, 2020

Наци библиотеки чӑваш ҫыравҫисен ачасем валли ҫырнӑ хайлавӗсемпе паллашма сӗнет

Карантин эрнинче вӑхӑта мӗнле ирттермелле? Килтен тухмасӑр та кӑсӑклине нумай тупма пулать иккен.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хаяр фашиста ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнӗ май Наци библиотеки чӑваш ҫыравҫисем ачасем валли ҫырнӑ хайлавсемпе паллашма сӗнет. Вӗсене чӑваш артисчӗсен сассисемпе ҫыртарнӑ. Чылайӑшӗ "Чӑваш Енӗн литература палитри: вуламалли 100 кӗнеке" коллекцие кӗнӗ. Кунтах - Петӗр Хусанкайӑн 1942 ҫулта ҫырнӑ "Таня" поэми те.