Çанталăк ăшăтса пынă май çул-йĕр предприятийĕсен те хĕрÿ ĕç пуçланать: çулсене юсамалла. Акă нумаях пулмасть подряд организацийĕсем ĕçе пуçăннă. Шупашкар районĕнчи Кÿкеçре те тăрăшса ĕçлеççĕ.
Пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин районĕсен тата хула тăрăхĕсен администрацийĕсен ЗАГС уйрăмĕн ертӳçисемпе "2019 çулхи чи лайăх ЗАГС уйрăмĕ" конкурса пĕтĕмлетнĕ.
Çурта вăхăтра туса пĕтересси ăна çĕклекен кашни çын хăйĕн вырăнче пулнинчен, ĕçе юратса, пахалăхлă тата вăхăтра тунинчен нумай килет. Çакна паян Шупашкарти ачасен 2-мĕш больницинче пулнă хыççăн тепĕр хут курса ĕнентĕмĕр.
Паян ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтĕлев министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлкан Алена Елизарова Шупашкарти халăха комплекслă майпа социаллă пулăшу паракан центрта ватăсемпе, чылайăшĕ — «вăрçă ачисем», тĕл пулчĕ.
РФ Конституцине кĕртме сĕнекен улшăнусене çынсем ырласа йышăнаççĕ-и и çук-и — çакна пĕтĕм халăх сасăлавĕ кăтартса парĕ. Сасăлав мĕнле иртнине общество сăнавçисем сăнаса тăрĕç. Чăваш Енре çак ĕçе пĕтĕмпе 7 пин çын хутшăнĕ.
Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пынипе паян иртнĕ ларăвĕнче газ автозаправка станцийĕсен сетьне аталантарасси çинчен транспорт министрĕ Владимр Осипов каласа пачĕ. АЗСсем тумалли тăкаксене саплаштарассине татса пачĕç. 2020 çул валли 120 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Тĕп пайĕ — федераци бюджетĕнчен. Кăçал виçĕ станци хута ярасшăн.
Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пынипе паян иртнĕ ларăвĕнче çуракине хатĕрленес ыйтупа ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов сăмах илчĕ.