Комментари хушас

Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пынипе паян иртнĕ ларăвĕнче газ автозаправка станцийĕсен сетьне аталантарасси çинчен транспорт министрĕ Владимр Осипов каласа пачĕ. АЗСсем тумалли тăкаксене саплаштарассине татса пачĕç. 2020 çул валли 120 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Тĕп пайĕ — федераци бюджетĕнчен. Кăçал виçĕ станци хута ярасшăн.

Сăмах «компримированный» текен газ пирки пырать. Унпа заправка туни, министр палăртнă тăрăх, вăрахлăх мар-мĕн, 100 километр каймалăх кăна, çавăнпа ку АЗСене автомобилистсем хальлĕхе килĕштерсех каймаççĕ. Анчах АЗС тума халь хамăрăн «Сеспель» предприятипе килĕшÿ алă пусаççĕ, унăн хайхи газа пусăмпа шĕветмелли технологи пур, унпа усă курни хайхи çитменлĕхе те пĕтерме пулăшĕ. Олег Николаев ку ыйтусене вăраха ямасăр татса пама хушрĕ, çĕнĕ газ АЗСĕсене хута ямалла — газпа усă курни автомобилистсен, предприяти-организаци тăкакĕсене чакарма пулăшĕ.

www.hypar.ru

 

Николай КОНОВАЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: