Кÿкеçре çул юсаççĕ
Çанталăк ăшăтса пынă май çул-йĕр предприятийĕсен те хĕрÿ ĕç пуçланать: çулсене юсамалла. Акă нумаях пулмасть подряд организацийĕсем ĕçе пуçăннă. Шупашкар районĕнчи Кÿкеçре те тăрăшса ĕçлеççĕ.
Поселокри Советски урамĕнчи çула 2018 çулта çĕнетнĕ, анчах кăçал хĕлле çанталăк улшăнса тăнипе çулсем вырăн-вырăнпа ванса пĕтнĕ, çуркунне шăтăк-путăк нумайланнă. «Гаранти вăхăчĕ иртменнипе подрядчик çитменлĕхсене пĕтерме тивĕç. Претензи çырнă хыççăн предприяти ĕçе пуçăнчĕ. Хăйĕн обязательствисене унăн 10 кунра пурнăçламалла», — терĕ Шупашкар районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Алексей Иванов. Кăçал поселокри çулсене çĕнетмешкĕн икĕ предприятие шанса панă. Вĕсем те çак кунсенче ĕçе тытăннă.
Кÿкеçрен Тутаркассине каякан çул çинче те строительсем ĕçлеççĕ. «Воддорстрой» предприятин тĕп инженерĕ Леонид Евдокимов каланă тăрăх, 5 çухрăма тăсăлакан çул çинчи шăтăк-путăка битумпа хутăштарнă ăшă асфальт хураççĕ. «Ĕçе кивĕ технологипех тăватпăр, мĕншĕн тесен çĕнĕ йĕркепе тума ăшă çанталăк пулмалла», — терĕ Леонид Витальевич. Предприяти бригадисем çавăн пекех Красноармейски, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Шупашкар районĕсенче çулсене юсаççĕ.
Чăваш Енри автомобиль çулĕсен управленийĕн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Немов пĕлтернĕ тăрăх, юсав ĕçĕсене çу уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕçлеме палăртнă. Çак ĕçе пĕтерсен çулсем çинче разметкăсем тума тытăнĕç.
ЧР Транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, 2020 çулта республикăри çулсене тытса тăмашкăн 770 миллион уйăрнă. Вĕсенчен 17,7 процентне усă курнă. Виçĕ уйăхра 11026,8 тăваткал метр лаптăк çинче юсав ĕçĕсем ирттернĕ, 1300 тонна асфальтбетон тăкакланă.
Андрей МИХАЙЛОВ. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.