Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев «Хыпар» ыйтăвĕсене хуравларĕ

25 Пуш, 2020

Паян «Хыпар» издательство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пулчĕ. Вăл «Хыпар» хаçата интервью пачĕ.

Олег Алексеевичпа «Хыпар» журналисчĕсем ял пурнăçĕпе тата аталанăвĕпе, унăн пуласлăхĕпе; республика Правительствин ĕçĕ-хĕлĕпе; чăваш чĕлхине упрассипе çыхăннă тата ытти чылай ыйтăва хускатрĕç. Олег Николаев хăйĕн пурнăçĕнчи кăсăклă самантсене те уçăмлатрĕ.

www.hypar.ru

Вера ТИТОВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем кунта... 

Комментари хушас