«Вăрçă ачи» статус илме ĕмĕтленеççĕ

25 Пуш, 2020

Паян ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтĕлев министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлкан Алена Елизарова Шупашкарти халăха комплекслă майпа социаллă пулăшу паракан центрта ватăсемпе, чылайăшĕ — «вăрçă ачисем», тĕл пулчĕ.

Республикăра вĕсене пырса тивекен саккун проектне хатĕрленĕ май министр «вăрçă ачисен» шухăшĕсене ыйтса пĕлчĕ. «Эпир çак статуса илессе тахçантанпах ĕмĕтленетпĕр. Пирĕн ÿсĕмре чир-чĕр тупăнсах тăрать. Тухтăр патне черетсĕр кĕни те тем пекех паха. Эпĕ Шупашкарти 1-мĕш клиника больницинче чылай çул ĕçлерĕм. Халĕ ĕнтĕ 20 çул тивĕçлĕ канура. Унта мана никам та палламасть», — терĕ Маргарита Мельникова.

Вăрçă çулĕсенче Ржев хулинче пурăннă Мария Деткова йывăр ачалăхĕ, нимĕçсене куçăн курни, вĕсем кăтартнă инкеке тÿсни пирки каласа пачĕ.

Алена Елизарова «вăрçă ачи» статус вăя кĕрсен вĕсене мĕнле çăмăллăхсем тивме пултарнине ăнлантарчĕ. Ватăсене çамрăк ăрăва тĕслĕх кăтартнăшăн тав турĕ.

Кайран ведомство ертÿçи комплекслă центр ĕçченĕсем коронавирус сарăласран еплерех хÿтĕленнипе паллашрĕ. Кун пирки Ренада Федорова каласа кăтартрĕ.

www.hypar.ru

Алина ИЗМАН. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас