Комментари хушас

27 Пуш, 2020

Чăваш Енри чи лайăх Пĕрлешӳ керменне палăртнă

Пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин районĕсен тата хула тăрăхĕсен администрацийĕсен ЗАГС уйрăмĕн ертӳçисемпе "2019 çулхи чи лайăх ЗАГС уйрăмĕ" конкурса пĕтĕмлетнĕ.

Çак конкурса Чăваш Ен Патшалăх служби Пĕрлешӳ керменĕсен ĕçĕн пахалăхне ӳстерес тесе çулленех ирттерет.
"2019 çулхи чи лайăх ЗАГС уйрăмĕ" республика конкурсĕн çĕнтерӳçисем - Канаш хула администрациĕн тата Муркаш район администрацийĕн уйрăмĕсем.
Патшалăх регистрацине çӳллĕ шайра йĕркеленĕшĕн Патăрьел районĕн тата Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕсен ЗАГС уйрăмĕсем юстици енĕпе ĕçлекен Патшалăх службин Хисеп грамотине тивĕçнĕ.
Çемьесене çирĕплетме пулăшакан мероприятисем йĕркеленĕшĕн Тăвай районĕн тата Шупашкарти Калинин районĕн администрацийĕсен ЗАГС уйрăмĕсене Чăваш Республикин юстици енĕпе ĕçлекен Патшалăх службин Тав хучĕпе чысланă.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ