Комментари хушас

25 Пуш, 2020

Техника уя тухнă

Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пынипе паян иртнĕ ларăвĕнче çуракине хатĕрленес ыйтупа ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов сăмах илчĕ.

Вăл çирĕплетнĕ тăрăх, кăçалхи ĕççи юлашки 10 çулти чи ир пуçланаканни пулать. Ку, паллах, хĕл ăшă, юр сахал пулнипе çыхăннă. Çавăнпа тăпрара нÿрĕк виçи те пĕчĕк. Улатăр, Патăрьел районĕсенче — пушшех. Акă мĕншĕн, министр шучĕпе, çуракине иртерех, уйсем типсе кайиччен, тухса кĕске вăхăтра вĕçлекенсен тырăллă пулас шанăçĕ пысăкрах.

310 пин гектара акса-лартса хăвармалла. Кĕрхи культурăсемпе шутласан кăçал тыр-пул пухса кĕртмелли лаптăксем пĕтĕмпе 548 пин гектарпа танлашĕç. Ку пĕлтĕрхинчен 6,6 пин гектар нумайрах. Кĕркунне пысăк лаптăка — 93 пин гектар ытла — акса хăварни çуркуннехи ĕçе çăмăллатĕ. Чылай районта кĕрхи культурăсене, нумай çул ÿсекен культурăсене апатлантарма пуçланă. Вĕсем аван хĕл каçнă, калчасен пĕтнĕ пайĕ 5% çеç — нормăран ытла мар.

Вăрлăх çителĕклĕ — кирлин 102% чухлех. Пĕлтĕр калчасем хĕлле пĕтнине кура пысăк лаптăксене çĕнĕрен акма тивнĕччĕ вĕт — çавна асра тытса кăçал вăрлăх саппасне пысăкрах хатĕрленĕ. Çуркунне тăпрана хывса хăварма 11 пин тонна ытла минерал удобренийĕ кирлĕ — 96,5% кÿнĕ ĕнтĕ, хуçалăхсем удобрени турттарас енĕпе малалла ĕçлеççĕ. Çав вăхăрах Сергей Геннадьевич республикăра йÿçек çĕрсен лаптăкĕ пысăккине палăртрĕ — 190 пин гектар. Пĕлтĕр 5 пине яхăн гектара извеçлеме пултарнă — сахал, ку енĕпе те çине тăрса ĕçлемелле. Патшалăх çак ĕç тăкакĕсен 90% таран пайне саплаштарать — хуçалăхсен çак майпа усă курма тăрăшмалла. Усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртессине те манмалла мар. Вĕсен лаптăкĕ çав-çавах пысăк-ха — 30 пин гектар.

Дизтопливо çураки валли кирлин 55% чухлĕ, бензин — 44%. Çунтармалли-сĕрмелли материалсен хакĕн ÿсĕмне пĕлтĕр Раççей Правительстви компенсациленĕччĕ, кăçал кунашкал мера çук. Чăн та, бензин-солярка хакĕсем те тăруках хăпарса кайни сисĕнмест — 2,1% хушăннă.

Техника кивви пăшăрхантарать. Çурри — 10 çултан та «ватăрах». Министр техника туянас енĕпе патшалăх çăмăллăхсем палăртни çинчен пĕлтерчĕ — субсидисемпе усă курса ял хуçалăх техникине çĕнетесси чылай йÿнерех ларĕ. Çураки валли çăмăллăхлă кредитсем уйăраççĕ — вĕсемпе усă курмалла.

www.hypar.ru

 

Рубрика: