Инфекци сыхлăха, яваплăха çирӗплетме хистет

30 Пуш, 2020

Республикăри коронавируспа çыхăннă лару-тăрушăн хальлĕхе тăнăçлăх кăтартуллă, анчах сыхлăх мерисем çирĕпленсех пырĕç. Çакăн пирки ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев​ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура ​ каларĕ.

Пĕтĕмĕшле лару-тăрупа сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов паллаштарчĕ. Инфекцирен сыхланса сăнаса тăракан çынсен шучĕ ӳссе пырать. ​ Тĕрĕслемешкĕн тунтикун тĕлне 1,3 пин çыннăн биологи материалĕсене илнĕ. Халăха асăрханулăх мерисем пирки пĕлтерес енĕпе анлă ĕç пуçарнă. Шел те, инфекцирен сыхланмалли хӳтлĕх хатĕрĕсем çав-çавах çителĕксĕр.

РФ Промышленноç министерстви урлă çак кунсенче 300 пин медицина маски килсе çитмелле, ку çивĕчлĕхе сирме пулăшмалла. Çавăн пекех ятарлă тытăмсен ĕçченĕсене хӳтлĕх костюмĕсемпе, перчеткесемпе, ыттипе тивĕçтерес енĕпе те ĕçлеççĕ.

Олег Николаев каланă тăрăх, республикăна ют çĕршывсенчен килнĕ, таврăннă çынсен шучĕ пысăк — 5 пин çын патнелле. Вĕсемпе тимлĕ ĕçлемелле. Çавна май медиксен, шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсен ĕç хушăнасси куçкĕрет — вĕсене, коронавирусран сыхланас енĕпе пысăк ĕç тăваканскерсене, уйрăммăн тав турĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас