Экскурси, спектакль… — сайт урлă

23 Пуш, 2020

Чăваш Енре пурăнакансем «#мывместе2020» проекта хутшăнма пултараççĕ. Ăна коронавирус эпидемийĕ вăхăтĕнче халăха пулăшас тĕллевпе Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕ, «Волонтер-медиксем» тата волонтер центрсен ассоциацийĕ пуçарнă.

Пушăн 21-мĕшĕнчен вара мывместе2020.рф сайт хута кайнă. «Волонтер пул» пая кĕрсе ыркăмăллăхçăсен ретне çырăнма пулать. «Конституци волонтерĕсем» халăха пулăшма хатĕррине пĕлтернĕ те ĕнтĕ.

Пулăшу ыйтас тесен «ОНФ.помощь» сарăмпа /приложение/ усă курма юрать. Заявкăсене йышăнма тытăннă.

«Пулăшу сĕн» пайра уйрăм компанисемпе патшалăх учрежденийĕсем халăха мĕнпе пулăшма пултарни пирки информаци хăварма пултараççĕ. Акцие Раççейри театрсемпе музейсем хутшăннă. Çапла майпа Эрмитаж, «Бородино çапăçăвĕ» музей-панорама тăрăх виртуаллă экскурсие тухма пулать. РФ Наука министерстви çĕршыври паллă аслă шкулсене тÿлевсĕрех онлайн мелĕпе кĕмешкĕн май туса панă. Çавăн пекех сайтра концертсемпе постановкăсем трансляцине курма пулать.

www.hypar.ru

Алина ИЗМАН хатĕрленĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас