«Манăн бизнес» пуçарулăха вăй парĕ

20 Mar, 2020

Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев эрнекун Шупашкарти бизнес-инкубатор çуртĕнче уçăлнă «Манăн бизнес» центрпа паллашрĕ.

Центр ертӳçи Александр Маслов палăртнă тăрăх, «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх, предпринимательсен пуçарулăхне пулăшасси» нацпроектпа килĕшӳллĕн уçнă центр бизнеса пулăшмалли инфратытăм йĕркелĕвĕн пĕрлехи органĕ пулса тăрать. Кунта килсен предприниматель е хăйĕн ĕçне уçма палăртакан кашни çын хăйне интереслентерекен мĕн пур ыйтупа консультаци илме пултарĕ.
Центрпа паллашнă хыççăн Олег Николаев предпринимательлĕхе пулăшакан тытăмсен ертӳçисемпе, бизнес представителĕсемпе курнăçрĕ. Предпринимательсене уйрăммăн тав турĕ: ĕçе кӳлĕнме шикленменшĕн, хăйсем çине пысăк яваплăх илнĕшĕн. Бизнес аталанăвĕпе, вĕсен умне тухса тăракан чăрмавсене сирессипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă май Олег Алексеевич «Манăн бизнес» центрăн ĕçлĕ çынсен пуçарулăхне пулăшса пымаллине, уйрăмах çамрăксене предпринимательлĕх енĕпе ĕçлемешкĕн хавхалантармаллине палăртрĕ.
www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас