Кашни ачана - йĕлтĕрпе коньки
Сисмерĕмĕр те — ăшă кунсем хĕллехи сивĕ каçсемпе ылмашăнчĕç. «Кăçал йĕлтĕрпе тăраниччен ярăнса курăпăр ĕнтĕ», — хавхаланчĕ ялти пĕлĕшĕм. Чăн та, кăçал хĕл ир ларчĕ, юпа уйăхĕн вĕçĕнчех шурă юр хура çĕре çемçе кавирпе витрĕ. Çапла, спортпа тусли юр çунă-çуман йĕлтĕр йĕрĕ хывма васкать. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан пĕлĕшĕм те хĕлĕн пирвайхи кунĕсенчех йĕлтĕр сырса уя тухать. «Хирте сывлăш тасарах. Кÿршĕ ял чикки патне çитсе килсен ÿт-пĕвĕм çăмăлланать, пусăрăнчăк кăмăл-туйăм çĕкленет», — тет вăл. Чăннипе калас тăк, ялта йĕлтĕрпе ярăнма юратакан урăх çынна та пĕлместĕп.