«Депутатсен ăнăçлă ĕçлемешкĕн вăй-хăват çителĕклех»
29 Ноября, 2016 | Хыпар | Экономика | Парламент

Пирĕн ыйтусене Чăваш Республикин улттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий ФИЛИМОНОВ хуравлать

— Валерий Николаевич, хаçат вулаканĕсене республика парламенчĕн çĕнĕ спикерĕпе паллаштарас килет. Паллах, эсир ăçтан пулнине тата мĕн ĕçленине нумайăшĕ пĕлет, çапах хăвăр çинчен тĕплĕнрех каласа кăтартăр-ха.

— Эпĕ Елчĕк ялĕнче рабочи çемйинче çуралнă. Çывăх çыннăмсем вырăнти крахмал заводĕнче ĕçленĕ: атте — механик, анне — бухгалтер. 1984 çулта Пятигорскри фармацевтика институтĕнчен вĕренсе тухса провизор пулса тăтăм. Çар тивĕçне Хĕрлĕ Ялавлă Киев çар округĕнче пурнăçларăм. Унтан Шупашкарти 135-мĕш патшалăх аптекинче ĕçлерĕм. 1994 çулта мана ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин «Фармаци» патшалăх унитари предприятийĕн генеральнăй директорĕн должноçне шанса пачĕç. 1998 çултанпа — депутат. 2005 çулта Шупашкарти коопераци институчĕн юридици факультетне пĕтертĕм. Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн членĕ.

— Эсир фармацевтикăна ăнсăртран лекмен ахăртнех?

— Аслă аппа аптекăри ĕçĕ пирки питĕ хавхаланса каласа кăтартнăран фармацевт профессийĕпе кăсăкланма пуçларăм. Пятигорскри фармацевтика институтĕнче вĕреннĕ чухне çак ĕç питĕ кăсăклă, кирлĕ те яваплă пулнине ăнлантăм. Хама килĕшекен профессие тупма /сăмах май, çав тытăмра 30 çул ытла тăрăшрăм/ пулăшнăшăн тăванăмсене тав сăмахĕ калас килет.

— Сире çĕнĕ должноçа лартнине тăванăрсемпе çывăх çыннăрсем мĕнле йышăнчĕç?

— Паллах, пушă вăхăт чылай чакрĕ, çапах манăн çемье республикăн саккун кăларакан органĕн ертÿçин яваплăхĕ пысăк пулнине ăнланать. Çакăншăн çывăх çыннăмсене тав, ирĕклĕрех вăхăта вĕсемпе ирттерме тăрăшатăп.

— Эсир Чăваш Енĕн иккĕмĕш, тăваттăмĕш, пиллĕкмĕш суйлавĕсенчи Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулнă, халĕ — Председатель. Хăш тапхăрта ĕçлеме кăсăклăрахчĕ?

— Кашни суйлав депутатсен корпусĕн тытăмĕпе тата пурнăç пирĕн ума кăларса тăратакан тĕллевсемпе уйрăлса тăнине палăртас килет, çапах кашнинчех ĕçлеме хăйне май кăсăклăччĕ. Депутатсем пĕрле ĕçленĕçемĕн пĕр-пĕрне лайăхрах ăнланма тытăннине калама пултаратăп. Вăхăт иртнĕçемĕн туслă çыхăнусем те йĕркеленеççĕ, çакă ĕçре пулăшса çеç пырать.

— Республика парламенчĕн хальхи йышĕ пирки мĕн калама пултаратăр? Унăн ĕçлеме пултараслăхне мĕнле хаклатăр?

— Пĕлетĕр ĕнтĕ: 2016 çулхи авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашне 44 депутат суйланнă. Çĕнĕ суйлавра депутат мандачĕсене парламентри партисен представителĕсем урăхларах пайларĕç. «Единая Россия» парти депутачĕсем 36 мандата тивĕçрĕç /пиллĕкмĕш суйлавра — 33/, РФКП тата РЛДП представителĕсен — 3-шер мандат /4 тата 2/. Улттăмĕш суйлавра «Справедливая Россия» партирен 2 представитель çеç. Пиллĕкмĕш суйлавра вара ку парти фракцийĕ йышĕпе илсен иккĕмĕш вырăнтаччĕ, вăл 5 депутатран тăратчĕ.

Депутатсен корпусĕ çуррине яхăн çĕнелчĕ, çав шутра çамрăк политиксене пула та. Апла пулин те нумай депутатăн влаçăн халăх суйланă органĕсенчи ĕç опычĕ пур. 25 депутат маларах — республика парламентне, 8-шĕ вара вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене суйланнă. Урăхла каласан — депутатсен виççĕ тăваттăмĕш пайĕ çак ĕç мĕн иккенне лайăх пĕлет. Иртнĕ суйлавпа танлаштарсан халĕ Патшалăх Канашĕнче социаллă сфера представителĕсем ытларах: тĕслĕхрен, сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнчен — 5 депутат, вĕренÿ — 2, халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерекен сферăран — 7. Пĕтĕмĕшле илсен — хальхи корпусăн саккун çырас-кăларас енĕпе ăнăçлă та тухăçлă ĕçлемешкĕн вăй-хăват çителĕклех.

— Иккĕмĕш сессире эсир ЧР Патшалăх Канашĕн 22 çулта ырă йăласем йĕркеленнине пĕлтертĕр, вĕсене сыхласа хăвармаллине палăртрăр. Сăмах мĕн çинчен пырать?

— Депутатсен корпусĕн саккун кăларас енĕпе нумай çул ĕçленĕ май пĕлтерĕшлĕ тĕллевсене татса памалли комплекслă меслетсем йĕркеленнĕ. Депутатăн тухăçлă ĕçĕн никĕсĕ — ĕçтешĕсем мĕн каланине илтме пĕлни тата вĕсене хисеплени, конструктивлă калаçу тытса пыма пултарни. Кашни парламентаришĕн çынсем хăйсен сассине панă, вĕсене шута илмеллех.

— Сирĕн шухăшпа, паянхи депутатăн мĕнле пулмалла?

— Унăн халăх ырлăхĕшĕн ĕçлемелле. «Ырлăх» сăмах пĕлтерĕшне эпир кашниех тĕрлĕрен ăнланатпăр, çапах чыс, кăмăл-сипет, совеç тата ыттисене пулăшма хатĕрлĕх йышши ăнлавсем те пур. Çак пахалăхсем кашнинех пулмалла. Кирек хăш çыннăн та, депутатăн çеç мар, кирек хăш вăхăтра та тĕрĕс, йĕркеллĕ, яваплă пулмалла тата саккунсене хисеплемелле. Депутатсен çавăн пекех суйлавçăсемпе тачă çыхăну тытмалла: çакă чуна ыраттаракан самантсене тупса палăртма, саккун кăларакан влаçа халĕ пур йывăрлăха хăвăртрах татса пама пулăшĕ. Унсăр пуçне экономикăри тата социаллă сферăри чăнлăх депутатсене оперативлă, çав хушăрах тĕплĕ шухăшласа тунă йышăнусем тума хистет.

— Парламентарисен çывăх вăхăтри тĕллевĕсем еплерех?

— Чăваш Республикин 2017 çулхи тата планпа пăхнă 2018-2019 çулсенчи тапхăрти бюджечĕн проектне виççĕмĕш сессин пĕрремĕш тапхăрĕнче пĕрремĕш вулавпа йышăнтăмăр. Пĕлтĕр, астăватăр ахăртнех, эпир пĕр çуллăх бюджет йышăнтăмăр. Асăннă тапхăрта экономика çĕнĕ лару-тăру тĕлĕшпе адаптациленчĕ темелле, çакă бюджета виçĕ çуллăха планласси, çĕршывăн тата регионсен аталанăвĕн вăтам вăхăтлăх прогнозне хатĕрлесси патне таврăнма май пачĕ. Тĕп тĕллев — республикăн социаллă тĕп обязательствисене сыхласа хăварасси, дефицитсăр бюджет йышăнасси, патшалăх парăмне тата регион дотацилĕхне чакарас енĕпе пĕрмаях ĕçлесси. Пĕтĕмĕшле илсен малти вырăнта норма-право никĕсне лайăхлатас тĕлĕшпе тĕплĕн ĕçлесси пулмалла. Республикăра пурăнакансем депутатсенчен чăн ĕçсемпе пайăр кăтартусем кĕтеççĕ.

— Валерий Николаевич, эсир РФ федерацин Атăлçи округĕн­чи субъекчĕсен патшалăх влаçĕн Саккун кăларакан органĕсен ассоциацийĕн ларăвне хутшăннине пĕлетĕп…

— Саранскра иртрĕ вăл. Унта вĕсен сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнчи опычĕпе паллашрăмăр. Унта халăха спортпа туслаштарса, çав шутрах ГТО нормисене тултарса та, сывă пурнăç йĕркине сарас енĕпе нумай ĕçлеççĕ. ФАО регионĕсенчи миграци ыйтăвĕсене, çав шутрах мигрантсене ĕçе вырнаçтарассипе çыхăннисене те, сÿтсе яврăмăр. Саккун кăларакансен пуçарăвĕсене, алкоголь продукцине саккунсăр майпа сутассине çирĕпрех тĕрĕслесе тăрасси пирки калаканнисене, тишкертĕмĕр. Граждансен сывлăхне сыхлассипе çыхăннă сфера хамшăн çывăх пулнăран çапла шухăшлатăп: тытăмĕнче спирт пур продукцие, эмел препарачĕсене тата парфюм-косметика хатĕрĕсене /халăхра вĕсене «фанфурик» теççĕ/ ирĕклĕ сутнăран пулакан сиенлĕ витĕме чакарас тĕллевпе васкавлă мерăсем йышăнмалла. Ку йывăрлăха паян массăллă информаци хатĕрĕсенче тăтăшах сÿтсе яваççĕ. Ăна саккун тĕлĕшĕнчен татса пама вăхăт çитнĕ тесе шухăшлатăп.

— Эсир халăхпа тăтăшах тĕлпулусем ирттеретĕр. Çынсем сирĕн пата ытларах мĕнле ыйтусемпе килеççĕ? Вĕсене пурне те татса пама май килет-и?

— Çынсене социаллă ыйтусем пăшăрхантараççĕ: ЖКХ йывăрлăхĕсем, медицина пулăшăвне вăхăтра кÿни тата унăн пахалăхĕ, çĕнĕ ача сачĕсемпе шкулсем хăпартасси, çĕнĕ районсен инфратытăмне лайăхлатасси, шалу виçи, çурт-йĕрлĕ пуласси. Хăшĕсем чунĕнче мĕн пытарăннине те уçса параççĕ — вĕсем тĕрĕслĕхе ăçта шырамаллине пĕлмеççĕ. Пирĕн, депутатсен, халăха йывăрлăхсене татса парас ĕçре май килнĕ таран пулăшмалла. Регионăн инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерес ĕçе малалла тăсмалла, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелемелле, экономикăн социаллă пĕлтерĕшлĕ отраслĕсене аталантармалла.

— «Хыпар» вулакансене мĕн калас килет?

— Этем çемьесĕр, юратнă ĕçсĕр тата çирĕп туслăхсăр телейлĕ пулаймĕ. Пурне те çемье телейĕ, ырлăх-сывлăх, ырă пуçарусенче ăнăçу сунатăп. Сире шанчăклă юлташăрсем ăнланччăр тата пулăшса пыччăр.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

 

 

КĔСКЕН

— Сирĕн тахçантанпах хăвăрăн уйрăм сайт пур. Халĕ ун валли вăхăт юлать-и?

— Хальхи вăхăтра республика парламенчĕн ертÿçи пулнă май пурнăçланă ĕçсем тата çывăх вăхăтри плансем пирки калакан пĕтĕм информацие ЧР Патшалăх Канашĕн официаллă сайтĕнче тупма пулать.

— Мĕнле канма кăмăллатăр?

— Манăн çемье пысăк: виçĕ ача. Эпир пурте пĕрле çут çанталăкра, хула тулашĕнче канма юрататпăр. Спортран уйрăлас килмест манăн.

— Сирĕншĕн вăй-хăват çăлкуçĕ мĕн?

— Ыттисене кирлĕ пулни — хавхалану тата вăй-хăватăн тĕп çăлкуçĕ. Çынсене кирлĕ пулни, вĕсене ырă тума пултарни, камăн та пулин пурнăçĕнчи çăмăлах мар лару-тăрура ырă витĕм кÿни вăй-хăват тата шанчăклăх кÿрет. Пысăк та туслă çемье чылай çул ĕнтĕ маншăн чăн-чăн тĕрек.

— Кăçал — Раççей кино çулталăкĕ. Мĕнле фильмсем килĕшеççĕ?

— Истори картинисем кăмăла каяççĕ. Мана Андрей Кравчук режиссерăн «Адмиралћ» фильмĕ, Федор Бондарчукăн «Сталинград» çар драми килĕшрĕç. Раççей актерĕсем лайăх выляни, операторсен пахалăхлă ĕçĕ экран çинчи пулăмсене пуçĕпех путма хистеççĕ, çавна май çак лентăсене татах та татах пăхас килет.

— Чăваш киноиндустрийĕ пирки мĕн калама пултаратăр?

— Вăл та аталанса пыни савăнтарать. Пĕтĕм чăвашсен «Асам» кинофестивальне уçнă çĕре хутшăннă май республика киноискусствинче прогресс пуррине асăрхарăм. Чăваш кинематографисчĕсен чи лайăх ĕçĕсене нумай çын курма пултартăр тесе тăрăшмалла.

 

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА"Хыпар" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.