Хевтесĕр тĕк - ытлашши-и?
Прокуратурăн Пĕрремĕш уçă форумне инвалидсен нушисене халалларĕç
Пуçарăвĕ Раççей Генпрокуратурин шайĕнчех çуралнă та — прокуратура органĕсем çакнашкал уçă форумсене йăлана кĕртесси иккĕлентермест. Надзор органĕн представителĕсем хăйсем каланă тăрăх — ĕçĕн çак мелĕ тĕрлĕ темăна уççăн сÿтсе явма, çивĕч ыйтусене палăртса вĕсене татса пама пулăшмашкăн тивĕç. Пĕрремĕш уçă форума вара Чăваш Ен прокуратури инвалидсем социаллă объектсемпе тата транспорт инфратытăмĕпе усă курассине тивĕçтерес ыйтусене халалларĕ. Наци библиотекин акт залне юнкун тивĕçлĕ министерствăсемпе ведомствăсен, инвалидсен общество организацийĕсен представителĕсем пухăнчĕç.
Республика прокурорĕ Сергей Легостаев палăртнă тăрăх — саккунпа килĕшÿллĕн инвалидсем, хевтесĕр çынсем социаллă инфратытăмпа чăрмавсăр усă курассине тивĕçтермелле. Шел те, чăннипе, чиновниксем çак ыйтусене татса парассишĕн çунаççĕ тееймĕн. Çавăнпах инвалидсем кăмăлсăр. Тĕпрен илсен хÿтлĕх шыраса прокуратурăна килеççĕ. Судран та пулăшу ыйтма пулать-ха, анчах ку мел вăрахарах каять, тăкакланма та тивет. «Çавна май прокуратура инвалидсене тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ кÿрекен пĕртен-пĕр орган теме те юрать», — çирĕплетрĕ Сергей Валентинович.
Пĕтĕмĕшле ĕç-пуçпа вара ЧР прокуратурин федераци саккунĕсене пурнăçланине сăнаса тăракан управленийĕн пуçлăхĕ Ирина Репкина паллаштарчĕ. «Саккуна пăснă тĕслĕхсем — пур çĕрте те», — доклад хивре пулассине систерсе тÿрех палăртрĕ вăл. 2015-2016 çулсенче прокуратура органĕсем асăннă енĕпе республикăри 270 объекта тĕрĕсленĕ. Кашнинчех çитменлĕхсене тупса палăртнă. Çав шутра — сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче те: поликлиникăсенче, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсенче... Çав объектсене вара инвалидсем куллен пырса çÿреççĕ. Елчĕк, Комсомольски районĕсен тĕп больницисенче, Карапай Шăмăршăри психоневрологи диспансерĕнче саккуна уяманнине тупса палăртнă.
Ÿпкев ытти отрасле те пырса тиврĕ. Почта уйрăмĕсем, Ростелеком учрежденийĕсем... Аэропортра та çитменлĕх нумай. Унта кÿмепе кăна çÿрекен инвалидсене самолета лартмалли, унтан антармалли хатĕр те çук. Ирина Владимировна чылай чух хайхи организацисен пуçлăхĕсемпе ăнлану тупайманнине те пытармарĕ: «Çитменлĕхсене пĕтертĕмĕр тесе хуравлаççĕ, тĕрĕссипе вара саккун требованийĕсене уямаççĕ». Елчĕкри «Шевле» ача сачĕн тĕслĕхĕпе паллаштарчĕ. Инвалидсем валли пандус тунă-мĕн, анчах — ячĕшĕн кăна. Прокуратура асăрхаттарсан та çитменлĕхе пĕтерме васкаман. Тепĕр тĕрĕслев хыççăн тин йĕрке тума ерçейнĕ. Çакнашкал тĕслĕхсем вара — кашни район-хуларах.
Ĕçлев министрĕн заместителĕ Виктор Ковалев пĕлтернĕ тăрăх — республикăра паян инвалидсен шучĕ 88 пин çынпа танлашать. Ку — Чăваш Енре пурăнакансен пĕтĕм йышĕн 7%. Çав шутран 2% — хăлха илтменнисем, 2% — куç курманнисем, 3% — кÿмепе усă куракансем. Юлашки виçĕ çулта социаллă инфратытăма вĕсемшĕн меллĕ тумашкăн тĕрлĕ бюджетран 478 миллион тенкĕ уйăрнă. Çакăнта кÿмепе çÿрекенсем валли ятарласа тунă 8 транспорт хатĕрĕ туянни те кĕрет. 4 автобус тата 4 троллейбус. Кăçал тепĕр автобус туянасшăн. Хальлĕхе общество транспорчĕн 13,4% кăна инвалидсемшĕн меллĕ тунă. Çакă республика шайĕнче палăртнă индикатора та тивĕçтереймест.
Ахальтен мар ĕнтĕ инвалидсен организацийĕсенчен пĕрин представителĕ темиçе çул каялла Улатăрта ятарлă икĕ автобус пулнине аса илтерчĕ. Халь вĕсем çук иккен. Ăçта? Хуравлаякан тупăнмарĕ. Ыйтусем вара — çине-çинех. Калăпăр, пурăнмалли çĕнĕ çуртсем тунă чух ятарлă нормăсемпе килĕшÿллĕн пандуссем те пулмалла, лифтсене те кÿмепе кĕмешкĕн меллĕ тумалла. Пăхăнмаççĕ! Лифтра кÿме çинче ларакан çын кнопкăсем патне тăсăлса çитеймест-мĕн. Ирĕксĕрех инвалидсен хăйсен электрикпе калаçса вĕсене «çур литрла» куçарттарма тивет. Е тата — Йĕпреçри тĕслĕх. Пандусне тунă-ха, анчах кÿмеллĕ çын ун тăрăх хăпарать те алăка уçма тăрать. Уçаймасть, мĕншĕн тесен алăк тулалла, шăпах кÿме чарăннă вырăна, уçăлать. Мĕнле кĕмелле?
Инвалидсен общество организацийĕн председателĕ Маргарита Кузьминых кунашкал тĕслĕхсене нумай асăнчĕ. Ун шучĕпе, таврара пĕтĕмпех — сывă çынсем валли кăна. Ахальтен мар ĕнтĕ çитес çул вăл инвалидсемпе пĕрле районсем тăрăх хăйне евĕр рейд ирттересшĕн: «Пĕр-пĕр учреждени патне пырăпăр та — унăн директорне инвалид кÿми çине ларма ыйтăпăр. Кÿмепе хăйĕн учрежденине кĕме хăтланса пăхтăр!» Чылай çĕрте пандуссем вырнаçтарнипе кăна çырлахма тăрăшни те куçкĕрет. Вĕсем те пулин — ытла чăнкă. Анчах инвалидсемшĕн меллĕ пултăр тени çакăнпа кăна вĕçленмелле мар-çке — нормăсемпе килĕшÿллĕн пурнăçламалли ĕçсен списокĕ питĕ вăрăм.
Маргарита Павловна тĕп хулари çитменлĕхсем çинче те пайăррăн чарăнса тăчĕ: тротуарсем-мĕнсем ав епле пăрлак. «Транспорт чарăнăвĕсене тасатаççĕ-ха, анчах кăшт айккинелле пăрăн — сывă çынна та утма йывăр. Тепĕр тесен инвалидсене меллĕрех те пуль: вĕсем патакпа вĕт — виçĕ ураллă...» — терĕ вăл. Бордюрсем çÿллĕ — кÿмепе каçма йывăр, куç курманнисем валли чарăнусенче пур çĕрте те сасă сигнализацийĕ туман. Парковкăсенче инвалидсем валли уйăрнă вырăнсене сывă çынсен машинисем йышăнаççĕ.
Çĕнĕ çуртсем çĕкленĕ чухнех пĕтĕмпех инвалидсене кирлĕ пек тумашкăн строительство ĕçĕсен пĕтĕмĕшле хакĕн 0,7-1% чухлĕ кăна тăкакланмалла. Çав ĕçсене малтан тумасан, объектсене хута янă хыççăн кайран кăна тума тивсен вара хайхи тăкаксем 15% чухлех ÿсме пултараççĕ. Акă мĕншĕн çурт-йĕре йышăнакан тытăмсен ку енĕпе малтанах ĕçлемелле.
Вĕренÿ министрĕн заместителĕ Светлана Петрова вĕренÿ учрежденийĕсене инвалидсем валли тумашкăн юлашки çулсенче 300 миллион тенкĕ ытла тăкакланине çирĕплетрĕ. Çапах хăй те йышăнать: ку ытла та сахал. Пĕтĕмпех саккун хушнă пек тумашкăн нумай-нумай миллиард тенкĕ кирлĕ. Тепĕр саманта та асăнчĕ: хăй вăхăтĕнче шкулсенче пандуссем тунă — ун чухне вĕсем тивĕçтернĕ, комиссисем çав сооруженисене йышăннă. Вăхăт иртнĕ те — тивĕçтермеççĕ иккен, çĕнĕрен тумалла. Каллех — тăкак. Çапах укçа-тенкĕ çителĕксĕрри инвалидсем çине алă сулма ирĕк памасть, эппин, пултарнинчен те ытларах тума тăрăшмалла.
Анчах тепĕр чух укçапа çыхăнман киревсĕр тĕслĕхсем те пулаççĕ-çке. Форумра Шупашкар хули Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин инваличĕпе судлашнипе çыхăннă тĕслĕх пирки калаçу пулчĕ. Çав çыннăн совет саманинчех гараж лартмалли ирĕк пулнă, самана улшăннă май ăна Раççей саккунĕсемпе килĕшÿллĕн çĕнетмелле пулнă ĕнтĕ. Кун пирки никам та каламан пулас — çĕнĕ хутсем туман. Халь вара хула çав гаража пăсасшăн иккен. Мĕнле апла? Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕн заместительне Алексей Маклыгина кунашкал ÿпкев килĕшмерĕ пулас. Вăл администраци тĕп хулана тимĕр гаражсенчен тасатма йышăннине çирĕплетрĕ. Çав вăхăтрах асăннă тĕслĕхе ятарласа хăй тĕпчеме те шантарчĕ.
Е тата троллейбусра-автобусра çитес чарăну ячĕсене пĕлтермешкĕн хушма укçа кирлĕ-им? Кун пирки куç курманнисен обществин представителĕ тарăхса каларĕ: «Çĕнĕ Шупашкарта троллейбуспа çула тухатăп. Çитес чарăну пирки пĕлтерме ыйтатăп — водитель пĕлтермест. Кăштахран «çитсе пымастпăр-и-ха?» тесе ыйтатăп та — «паçăрах иртсе кайрăмăр вĕт!» тесе хурать. Кирлĕ чарăнуран иртсе кайни миçе хут пулнă! Куç курманнисене ку питĕ тарăхтарать».
Чăнах та, влаçсем тĕлĕшпе ÿпкев нумай пулчĕ. Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май республика прокурорĕ те нумай çитменлĕх укçа çуккипе мар, яваплă çынсем яваплăха туйманнипе сăлтавланнине палăртрĕ: «Пăрлă çумăр çуса иртнĕ хыççăн пĕр эрне иртсен те пур çĕрте те пăр... Çак тата ытти ĕçе пурнăçламашкăн нимĕнле программа та, хушма укçа та кирлĕ мар — çынлăх кăна пулмалла». Форумра çĕкленĕ ыйтусене, паллах, прокуратура пурне те шута илĕ. Хайхи яваплă пулмалли явапсăр çынсемпе учрежденисем тĕлĕшпе тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем пулĕç. Чи кирли — усси пултăр, шăпа кÿрентернĕ хевтесĕр çынсем хăйсене çак пурнăçра ытлашши пулнăн ан туйччăр.
Николай КОНОВАЛОВ