театр

9 Юпа, 2019

Театр çĕнĕ сезона хатĕрленет

Ыран К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче 102-мĕш сезон уçăлать. Куракансене театр мĕнле çĕнĕлĕхсемпе савăнтарĕ-ха? Кун çинчен театрăн илемлĕх ертÿçи Валерий Яковлев тата театр директорĕ Юрий Владимиров каласа пачĕç. Çĕнĕ сезон Чăваш халăх писателĕн Петр Осиповăн пьеси тăрăх лартнă «Сурхури сăри» спектакльпе пуçланать. Çак уйăхрах «Пилĕк пăтлă юрату» камитĕн премьери иртнĕ. Ăна Антон Чеховăн «Чайки» тăрăх лартнă.

20 Çĕртме, 2019

Василий ЛАНОВОЙ: «Астăвăма упрамалла»

СССР халăх артисчĕ, Ленин премийĕн лауреачĕ Василий Лановой кăçал кăрлач уйăхĕнче 85 çул тултарчĕ. Апла пулин те пур енĕпе те хастар-ха вăл: Евгений Вахтангов ячĕллĕ тăван театрĕнче вылять, концерт программисене хутшăнать, пĕчĕк спектакльсем лартать. Çĕршыври чи илĕртÿллĕ çак арçын паян Шупашкара килсе кайрĕ.

4 Ака, 2018

Ăслă çын пулма ялан ĕмĕтленнĕ

Вăрнар районĕнчи Çĕнĕ Сăрьелте 10 ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ вăл. Клубри сцена ăна ачаранах çывăх пулнă. Алина Куян [Зайцева] паян — Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх Çамрăксен театрĕн артистки.

Pages